Комсомольский муниципальный округ

Ял çыннисемпе тĕл пулчĕç

Октябрĕн 16-мĕшĕнче районта черетлĕ информаци кунĕ иртрĕ. Информаци ушкăнĕ Асанкасси, Хырхĕрри ял тăрăхĕсене çитсе ял çыннисемпе тĕл пулчĕ. Район администрацийĕн строительство тата коммуналлă хуçалăх уйрăмĕн начальникĕ Александр Краснов, районти пушар надзор уйрăмĕн начальникĕ Владимир Давыдов, «Хыпар» хаçат тĕп редакторĕн çумĕ Геннадий Максимов информаци кунĕнче сÿтсе явма палăртнă темăсене — Чăваш Республикин Пуçлăхĕ сентябрĕн 26-мĕшĕнче йышăннă 118 №-лĕ «Чăваш Республикинче пурăнакансен пурнăç пахалăхне ÿстермелли хушма мерăсем çинчен» хушăвĕ, республикăра «Хăрушлăхсăр тата пахалăхлă автомобиль çулĕсем» наци проектне пурнăçа кĕртни, 2020 çулхи пĕрремĕш çурçулта илсе тăма хаçат-журнал çырăнтарасси мĕнле пурнăçланни — ял тăрăхĕнче пурăнакансемпе тата «Восток» ЯХПК ĕçченĕсемпе сÿтсе яврĕç.



18 октября 2019
09:09
Поделиться
;