Комсомольский муниципальный округ

Тăхăр теçетке çул нумай-ши?

Çак кунсенче Асанкасси ялĕнче пурăнакан Мария Яковлевна Митрофанова 90 çулхи юбилейне паллă турĕ. Çуралнă кун ячĕпе хисеплĕ ватăна район администрацийĕн строительство тата коммуналлă хуçалăх уйрăмĕн начальникĕ Александр Краснов, Асанкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Карпов саламларĕç. Вĕсем Мария Яковлевнăна РФ Президенчĕн салам открыткипе тата парнепе чысларĕç. Мария Митрофанован пурнăç çулĕ çăмăл килмен. Унăн çамрăклăхĕ Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче иртнĕ. Вăрçă хыççăнхи çулсем те çăмăл пулман. Хисеплĕ ватă ĕмĕрне ĕçре ирттернĕ.



22 октября 2019
08:21
Поделиться
;