Комсомольский муниципальный округ

Сывлăха çирĕплетме васкăр

Чăваш Республикин Фитнес-аэробика федерацийĕ Президент гранчĕсен фончĕ пулăшнипе «Фитнес-Star! Долголетие в наших руках» проекта пурнăçа кĕртет.
Çавна май декабрĕн 14-мĕшĕнче Комсомольскинчи «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕнче фитнес-аэробикăпа семинар, лекци тата ăсталăх класĕ иртет. Унта вĕренÿ организацийĕсен 50 çултан иртнĕ специалисчĕсем, тренерсем, хушма вĕрентĕвĕн педагогĕсем, волонтерсем тата кăмăл пур кашни çын хутшăнма пултараççĕ.
Мероприяти 10 сехетре пуçланать. Тĕплĕнрех 8-962-321-44-49 телефонпа шăнкăравласа ыйтса пĕлме пулать.
М.ДОЛГОВА



10 декабря 2019
08:51
Поделиться
;