Комсомольский муниципальный округ

Лайăх кăтратусемшĕн – Диплом

Нумаях пулмасть Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствинче коллегин анлăлатнă ларăвĕ иртнĕ.
2019 çулхи ĕç пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх республикăри муниципалитетсем хушшинчи уйрăмсем хушшинче РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕ пĕрремĕш вырăна тухнă. Чи лайăх ĕçлекен уйрăм Диплома тата парнене — «Лада-Веста» автомашинăна тивĕçнĕ.
» Пĕтĕмлетÿсем тунă вăхăтра чи хастар ĕçлекенсене палăртаççĕ. Коллектив тăрăшуллă пулнăран çитĕнÿсем патне ăнтăлма май пур. 2018 çулхи ĕç кăтартăвĕсемпе виççĕмĕш вырăн йышăннăччĕ. Пĕлтĕр вара эпир тата аванрах ĕçленĕ. Кунта чи малтанах кăтартуллă ĕçшĕн ĕçтешсене тав тăватăп. Пире шаннăшăн, ĕçре пулăшса пынăшăн уйрăм çумĕнчи ветерансен канашĕн тата обществăлла канаш членĕсене, район тата ял тăрăхĕсен администрацийĕсене, право хуралĕн органĕсене, район çыннисене коллектив ячĕпе тав тăватăп», — палăртрĕ уйрăм начальникĕ Ринат Зайнуллин.
А.МАРИЯН

АУ «Редакция Комсомольской районной газеты «Каçал ен» («Кошелеевский край»)



31 января 2020
13:55
Поделиться
;