Комсомольский муниципальный округ

Республикăра мала тухнă

Нумаях пулмасть шкул тулашĕнчи ĕçĕн «Эткер» центрĕнче Пĕтĕм Раççейри «Моя малая родина: природа, культура, этнос» конкурсăн республика тапхăрне пĕтĕмлетнĕ.
Унта Куславкка, Комсомольски, Вăрмар районĕсенчен тата Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенчен конкурсантсем пулнă. «Этноэкологи журналистики» номинацире Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче пĕлÿ пухакан Валерия Казакова /ертÿçи — П.В.Родионов/ çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Унăн ĕçне конкурсăн пĕтĕм Раççейри шайне ярса янă.

АУ «Редакция Комсомольской районной газеты «Каçал ен» («Кошелеевский край»)



31 января 2020
13:56
Поделиться
;