Комсомольский муниципальный округ

Ксения Мурзаева – олимпиада çĕнтерÿçи

Нарăс уйăхĕн 25-мĕшĕнче И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче регионсен хушшинче чăваш чĕлхипе литератури олимпиади пулса иртнĕ. Мероприятие вĕренекенсен пултарулăхне аталантарас, тăван чăваш чĕлхине вĕренес кăмăлне ÿстерес, чĕлхе пĕлĕвĕпе культура тĕлĕшĕнчен çивĕч ăслă ачасене тупса палăртас, тĕпчев ĕçне хутшăнма хăнăхтарас тĕллевпе йĕркеленĕ.

Регионсен хушшинчи чăваш чĕлхи тата литератури олимпиадине 9, 10, 11-мĕш класра вĕренекенсем, олимпиадăн 2-мĕш тапхăрĕнче çĕнтернĕ тата иртнĕ çулхи регионсен шайĕнчи чăваш чĕлхи тата литератури олимпиадин çĕнтерÿçисем, çавăн пекех республика (область) шайĕнчи олимпиадăсенче 1-мĕш вырăн йышăннă Пушкăртстан, Тутарстан Республикисенчи, Чĕмпĕр облаçĕнчи   вĕренекенсем хутшăннă. Тупăшура 156 вĕренекен хăйсен пĕлĕвне тĕрĕсленĕ.

Комсомольскинчи 2-мĕш вăтам шкулта 9а класра вĕренекен Ксения Мурзаева çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Ксенийăна пур ăшă кăмăлтан саламлатпăр, малашне те ăнăçу тата çитĕнÿ сунатпăр.



28 февраля 2020
10:35
Поделиться
;