Комсомольский муниципальный округ

«Астăвăм сачĕ» вăй илет

Районта Аслă Отечественнăй вăрçăра пуçĕсене хунисене асăнса йывăç лартма тытăннă. Пĕтĕм тĕнчери «Астăвăм сачĕ» акцие хутшăнса Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Мария Илларионова тата ГСВГ ветеранĕсем çак кунсенче йывăç лартнă.
Аса илтеретпĕр, «Астăвăм сачĕ» акци вăхăтĕнче 27 миллион тĕп йывăç лартма палăртнă.
Акцие уйрăм çынсем те хутшăнма пултараççĕ, килти пахчара асаттесемпе кукаçисене асăнса сад йĕркелеме пулать. Çакна тумашкăн «Астăвăм сачĕ» проект сайтĕнче регистрациленмелле. Çавăн пекех ачасем валли уйрăм конкурс та ирттереççĕ. Йывăç евĕрлесе тĕрлĕ япала-тетте ăсталамалла е йывăç ÿкермелле. Вĕсене сăн ÿкерсе социаллă сете вырнаçтармалла тата #СадПамятиДома хэштэг лартмалла.

АУ «Редакция Комсомольской районной газеты «Каçал ен» («Кошелеевский край»)



24 апреля 2020
11:28
Поделиться
;