Комсомольский муниципальный округ

Чирлекенсем йышлă

Чăваш Енре иртнĕ эрнере коронавирус чирĕ çаклатнисен шучĕ тăруках ÿснĕ. Вĕсен йышĕ ÿсни çынсем маска тăхăнманнипе тата дистанцие пăхăнманнипе çыхăннă. Çавăнпа та районта пурăнакансене чиртен асăрханса санитарипе-гигиена правилисене пăхăнма ыйтатпăр. Темшĕн çак йĕркене пурте пăхăнасшăн мар. Мобильлĕ ушкăнсем рейдсене тухса мĕн чухлĕ çынна асăрхаттараççĕ, тĕрĕслеççĕ. Апла пулин те йĕркене пăсакансем çав-çавах пур-ха. Лăпланма иртерех. Коронавирус чирĕ иртсе кайман. Чирлекенсен йышĕ те ÿсет, вилекенсем те пур. Республикипе илес пулсассăн 5886 çын чирлĕ, 46 çын вилнĕ, районта 177 çын коронавирус ертнĕ.

АУ «Редакция Комсомольской районной газеты «Каçал ен» («Кошелеевский край»)



14 июля 2020
09:44
Поделиться
;