Комсомольский муниципальный округ

Вĕсем хăрушлăх умĕнче каялла чакмаççĕ

Вăрă вăрлать те — стена юлать, вут тухать те — пурне те шăлать, теççĕ халăхра. Пушар тухнинчен хăрушши, чăнах та, нимĕн те çук. Ĕлĕкрех «хĕрлĕ автан» алхаснине пула ялĕ-ялĕпе çунса кайнă, халĕ вара пушар тухас пулсан ăна ялĕпе сарăласран чарма, кĕске вăхăтрах çулăма сÿнтерме май килетех. «Хĕрлĕ автанпа» ăнăçлăн кĕрешесси чи малтанах пушар хурал службинче тăрăшакансенчен килет. Çулăм тухни çинчен шăнкăравласа пĕлтерсенех вĕсем йăпăр-япăр тумланса çула тухаççĕ, хăрушлăх умĕнче каялла чакмасăр пушарпа кĕрешеççĕ.
Районти 31-мĕш пушар чаçĕнче паянхи куна 20 çын ĕçлет. Вĕсенчен кашниех çирĕп сывлăхлă та пысăк вăй-халлă, вăр-вар та тÿсĕмлĕ пулнипе палăрса тăрать. Шăпах çак енсем инкеке лекнĕ çынсене вăхăтлă пулăшу пама, синкерлĕ лару-тăрăва кĕске вăхăтра та пысăк çухатусемсĕр сирсе яма пулăшаççĕ. Таврара вут-çулăм алхасман чухне те пушарнăйсем тренировкăсем ирттерсех тăраççĕ, професси пĕлĕвне ÿстереççĕ. Районти лару-тăру шанчăклă алăра пулнине пушар-çăлав спорчĕ енĕпе республика шайĕнче пĕлтĕр иртнĕ ăмăрту та кăтартса пачĕ. Пирĕн çăлавçăсем пурне те хыçа хăварса пĕрремĕш вырăна тивĕçнĕччĕ ун чух. Шел пулин те, кăçал коронавирус пандемине пула çакăн пек ăмăртăва йĕркелеме май килмен.
Пушара хăвăрт сÿнтерме, паллах, кăлтăксăр ĕçлекен, пысăк пайталлă, çĕнĕ йышши техника пурри витĕм кÿрет. Çавна май юлашки çулсенче техника паркне самаях çĕнетнине палăртрĕ пушар хурал чаçĕн начальникĕ Михаил Дряблов. «Халĕ пирĕн пысăк хăватлă КамАЗ, Урал машинăсем пур. Кăçал та пире çĕнĕ техника хатĕрĕпе — пушар пусмиллĕ автоцистернăпа тивĕçтерчĕç. Унта 6 тонна шыв вырнаçать, пусма 18 метр çÿллĕшне тăсăлать. Çак техника хатĕрĕ нумай хваттерлĕ çуртсенче пушар тухас пулсан пысăк усă кÿрет», — пĕлтерчĕ вăл.
Вут-çулăмпа кĕрешекенсене чи савăнтараканни вара — нумаях пулмасть çеç пушар хурал чаçĕн çуртĕнче юсав ĕçĕсем ирттерни. Кунта халĕ пырса кĕме те питĕ кăмăллă: стенасене сăрланă, маччасемпе урайсене кашни кабинетрах тата коридорсенче те çĕнетнĕ. Урам енчи кивĕ хапха вырăнне çĕнни туса лартнă. Пĕтĕмĕшле юсав ĕçĕсем ирттерме 1,5 миллион тенке яхăн кайнă. Çак ĕçсене пурнăçлама аукцион ирттернĕ. Подряд организацийĕ пур ĕçе те кĕске вăхăтра пурнăçласа палăртнă вăхăт тĕлне юсава вĕçленĕ. Маларах вара çуртăн тăррине улăштарнă пулнă, çĕнĕ чÿречесем лартнă, кĕркунне хутса ăшăтмалли тытăма çĕнĕрен тунă. «Юсав хыççăн çĕнетнĕ пÿлĕмсенче ĕçлес кăмăл тата та ÿсет. Малашне тумалли плансем те пур-ха. Сăмахран, çывăх вăхăтра складсен тăррисене çĕнĕрен витесшĕн», — пĕлтерчĕ пушар хурал чаçĕн начальникĕн çумĕ Иван Ананьев.
Пушар хурал чаçĕн ĕçченĕсем пур енĕпе те малта пулма тăрăшаççĕ, ĕçри тивĕçĕсене пурнăçланипе çеç мар, пушă вăхăт тупăнсанах хуçалăхра тăрăшаççĕ, территорие тирпей-илем кĕртеççĕ. Вĕсенчен тĕслĕх илмелли пурах.
Çулталăк пуçланнăранпа районта пурĕ 15 хутчен пушар тухнă, 1 çыннăн пурнăçĕ татăлнă. Пĕлтĕрхи çак тапхăрта 19 хут вут-çулăм алхаснă, вилекенсем пулман. «Хĕрлĕ автан» ытларах чухне çулăмпа асăрханмасăр усă курнине, электропроводкăпа тата кăмакапа усă курнă чухне йĕркене пăхăнманнине пула тухни паллă.
Кăçал пушарсем /Кĕçĕн Каçалта çак кунсенче пулнă тĕслĕхе шута илмесен/ 1 млн та 725 пин тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ. Пĕлтĕрхи çак тапхăрти тăкак 3 млн та 615 пин тенкĕпе танлашнă.
Н.КАЛАШНИКОВА

АУ «Редакция Комсомольской районной газеты «Каçал ен» («Кошелеевский край»)



17 июля 2020
14:56
Поделиться
;