Комсомольский муниципальный округ

Велосипедпа çула тухнă

Июлĕн 19-мĕшĕнче районти «Кĕтне» ФСК стадионĕнче «100 км — Потому чТо мы Вместе» республикăри велочупу старт илчĕ. Унăн маршручĕ икĕ республикăна —Чăваш Ене тата Тутарстан Республикине — пĕрлештерсе тăрать. Районта пурăнакансем те республикăра йĕркеленĕ велочупуран айккинче юлман, вĕсем те çула тухнă.
Велочупăва хутшăнакансене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен уйрăмĕн начальникĕ Инна Лепешкина, Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Мария Илларионова саламланă.
«100» цифра кăçал икĕ республикăшăн çав тери пĕлтерĕшлĕ. Республикăсем Чăваш тата Тутар автономи облаçĕсем 100 çул тултарнине паллă турĕç. Унпа пĕрлех 100 çул каялла ГОЭЛРО планне йышăннă, чăваш профсоюз организацийĕсем йĕркеленнĕ.
Мероприяти тĕллевĕ чупура çĕнтересси мар, пурте пĕрле Комсомольски — Елчĕк — Пăва — Киять çулпа дистанцие парăнтарасси.

АУ «Редакция Комсомольской районной газеты «Каçал ен» («Кошелеевский край»)



21 июля 2020
09:35
Поделиться
;