Комсомольский муниципальный округ

61 ача çуралнă

Районти ЗАГС уйрăмĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Марина Фадеева пĕлтернĕ тăрăх, кăçал районта ултă уйăхра юратакан чĕресем пĕрлешсе 34 çемье чăмăртанă. Шел пулин те 14 çемье тĕрлĕ сăлтава пула уйрăлнă. Çемьере ача çурални мăшăрсемшĕн чи пысăк савăнăç. Асăннă тапхăрта 61 çемьене «çĕнĕ кайăк» вĕçсе килнĕ. 165 çын пурнăçран уйрăлнă.

АУ «Редакция Комсомольской районной газеты «Каçал ен» («Кошелеевский край»)



31 июля 2020
09:36
Поделиться
;