Комсомольский муниципальный округ

Чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай сербсен паллă çыравçин калавĕсен пуххине чăвашла куçарса кун çути кăтартнă

Чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай сербсен паллă çыравçин калавĕсен пуххине чăвашла куçарса кун çути кăтартнă

«Йĕкрешсен пурнăçĕ  çинчен» -  çапла ят панă  Чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай серб халăхĕн ку чухнехи паллă çыравçин Милутин Джуричковичăн хăй чăвашла куçарнă калавĕсен çак кунсенче Шупашкарта кун çути курнă пуххине. Кĕнеке ячĕ хăйех пире ку калавсенче сăмах мĕн пирки пынине уçăмлăн калать -  çапла-çапла. М. Джуричковичăн питех те ансат та сăнарлă чĕлхепе çырнă  кĕске калавĕсенче эпир аякри сăрт-туллă  çĕршывра икĕ  пĕртăван-йĕкреш еплерех ÿссе харсăр та пултаруллă йĕкĕтсем пулса тăни çинчен вуласа пĕлетпĕр.  Кулмалли те пайтах ку калавсенче, тарăн шухăша яраканни те, куççуль кăлараканни те.

«Çăкăр-тăвар  -  хире-хирĕç» -  тенĕ ваттисем.  2019 çулта Белградра,  «Алма» издательствăра Валери Туркайăн Даяна Лазаревич сербла куçарнă  сăввисен «Мелодия ночи» ятлă пуххи кун çути курнăччĕ. Çак пархатарлă  ĕçе М.Джуричкович та хастар хутшăннăччĕ - чăваш поэчĕн сербла тухнă кĕнеки валли ятарласа статья çырнăччĕ. Халĕ вара чăваш вулаканĕ серб çыравçи калавĕсене тăван чĕлхипе вуласа киленме пултарать.

Милутин Джуричкович -  серб халăхĕн паллă поэчĕ, прозаикĕ тата литературовечĕ. 1967 çулта Югославири Дечаны ятлă хулара çуралнă. Ача-пăча валли çыракан пысăк  ăста,  вăл магистр тата доктор степенĕсене илме тивĕçлĕ пулнă. Серб çыравçисен ассоциацийĕн тата Серби Журналисчĕсен ассоциацийĕн членĕ. Тĕрлĕ жанрпа çырнă 65 кĕнеке авторĕ тата редакторĕ. Унăн хайлавĕсене тĕнчери 40 чĕлхене куçарнă. Белградра пурăнать.

Çĕнĕ кĕнекене вулакан патне çитерме Валери Туркая Улатăр районĕнче çуралса ÿснĕ, хальхи вăхăтра Мускавра ĕçлесе пурăнакан Александр Ербулатов предприниматель пулăшнă.



05 августа 2020
14:36
Поделиться
;