Комсомольский муниципальный округ

Хирти Шăхасан ялĕнче пурăнакан Акчурина Роза Онуфриевна 90 çул тултарчĕ

Хирти Шăхасан ялĕнче пурăнакан Акчурина Роза Онуфриевна 90 çул тултарчĕ

Хирти Шăхасан ялĕнче пурăнакан Акчурина Роза Онуфриевна çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче 90 çул тултарчĕ.

Роза аппа  Йăвашкел ялĕнче кун ҫути курнă. Аслă вăрçăн хаяр çулĕсенче аслисемпе тан ир пуçласа сĕм çĕрлеччен хирте тăрăшнă, яра куна ҫум ҫумланă, çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă.

«Аттен ăшшине туйса ӳсеймерĕмĕрĕр. Партипе хуҫалăх органĕсенче ĕҫленĕскере, 1936 ҫулта айăпсăр ҫĕртен арестлесе Коми Республикине тытса янă, ирĕке тухсанах  атте вăрҫа тухса кайнă. 1941 ҫулхи августăн 18-мĕшĕнче атте хыпарсăр ҫухалнă. Анне тетепе иксĕмĕре пĕчченех  мĕнпур йывăрлăха ҫĕнтерсе ура ҫине тăратрĕ, ҫĕршыва юрăхлă ҫын турĕ », - куççулпе аса илет иртнĕ йывăр вăхăта ветеран. «- Ачасем йĕркеллĕ ÿссе çитĕнчĕç, мăнуксем тата вĕсен ачисем те ытарайми, вĕсемшĕн савăнатăп.  Хăлхам илтет, куçăм курать, пурăнасчĕ-ха».

Вăрçă хыççăнхи çулсенче те çамрăк хĕр тăван ялти юхăннă хуçалăха ура çине тăратассишĕн пайтах тăрăшнă, вăрманне те каснă. Ҫичĕ класс пĕтернĕ хыҫҫăн малалла вĕренесси ҫинчен шутламалли те пулман. Роза «Красный Октябрь» колхозра вăй хунă.  Хитре те ятуллă, яштак пӳ-силлĕхĕре Хирти Шăхасан каччи Владимир Акчурин куҫ хывнă. 1951 ҫулта ҫамрăксем ҫемье ҫавăрнă. Ун чухне ҫемьесем пысăк пулнă, пĕр пӳртре вун пĕрĕн те пурăнма тивнĕ. Никама та тăвăр пулман, килĕштерсе шăкăл-шăкăл пурăннă. «Ҫĕн кайăксем» умлăн-хыҫлăн ҫут тĕнчене килме пуҫланă. 1957 ҫулта Розăпа Владимир тата вĕсен виҫĕ ачи ҫĕнĕ ҫурт ҫавăрса унта пурăнма куҫнă. Кунта йыш татах  хушăннă, Роза Онуфриевнăпа Владимир Егорович икĕ хĕрпе тăватă ывăл ҫуратса ӳстернĕ, пурнăҫра хăйсен вырăнĕсене тупнă. Паянхи кун Роза аппана 11 мăнук, мăнукĕсен 16 ачи  куҫ тулли савăнтараҫҫĕ. Шел пулин те, Владимир Егорович ҫак куна кураймарĕ, Аслă Аттелĕх вăрҫă ветеранĕ, инвличĕ 1995 ҫулта ҫĕре кĕчĕ.

Роза аппа пирки таврара ырă ят кăна ҫӳрет. Пенсие тухсан та тӳрех ĕҫ пăрахман хастар хĕрарăм. Тӳрĕ кăмăлпа чылай ҫул тăван хуҫалăхра тăрăшнăшăн Роза Онуфриевна Тав хучĕсемпе Хисеп грамотисем, медальсем илме тивĕҫ пулнă. Нумаях пулмасть унăн ытти наградисем ҫумне «Аслă Ҫĕнтерĕве – 75 ҫул» юбилей медалĕ хутшăннă. Кӳршĕсем, ял-йыш  чăннипех хисеплеҫҫĕ ватăна. «Ҫынна усал сăмах калама мар, сивĕ куҫпа та нихăҫан пăхман пуль»,- теҫҫĕ ҫак кăмăллă та сапăр хĕрарăм ҫинчен сăмах пуҫарсан. Ĕҫченлĕхĕпе сăпайлăхĕнчен, ăшă кăмăлĕнчен ҫынсем тĕлĕнме те пăрахнă пулĕ. Апат-ҫимĕҫе тутлă хатĕрлеме те ҫав тери ăста вăл. Роза аппа кирек кама та ĕҫпе е ырă канашпа пулăшма хатĕр. Хăй вăхăтĕнче юрра-ташша та ăста пулнă. Паянхи кун та ĕлĕкхи ырă йăла-йĕркесене ҫамрăксене каласа парать. Килĕнче яланах тирпейлĕ те таса, чăх-чĕп, хур-кăвакал усрать. Тăхăр теҫеткене ҫитсен те самана уттинчен юлма шутламасть Роза Онуфриевна, сывă пурнăҫ йĕркине тытса пырать. Хаҫат-кĕнеке вулать, телекăларăмсене  пăхать.

Роза аппана  90 çул тултарнă ятпа Аслă  Çĕрпÿел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Герольдович Ракчеев ăшшăн саламларĕ, çирĕп сывлăх, çемьере килĕшÿ, канлĕ ватлăх сунчĕç парнесемпе чысларĕ, Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн саламлă çырăвĕпе паллаштарчĕ.

«Роза аппа, эсир пирĕншĕн, хальхи ăрушăн,  тĕслĕх, хисепе тивĕçлĕ çын. Эпир сирĕнпе чăннипех мухтанатпăр, сывлăху ан хавшатăр, ачăрсемпе мăнукăрсен, çывăх çыннăрсен чун-чĕре ăшшине туйса тăрăр, малашне те сирĕн килте килĕшÿ хуçалантăр», - терĕ Геннадий Герольдович  ватăна саламласа.

Кĕçĕн Çĕрпÿел ялĕнчи культура ĕçченĕсем юбиляра саламласа çепĕç юрă-кĕвĕ шăрантарчĕç. Уяв вĕçĕнче ватă çын хăйĕн савăнăçне пытармарĕ, хăйне хисеплесе килнĕ хăнасене чĕререн тав турĕ.



12 августа 2020
12:57
Поделиться
;