Комсомольский муниципальный округ

"Ĕмĕр сакки сарлака" телеперадача Кайнлăк ял тăрăхĕнче пулчĕ хăнара

"Ĕмĕр сакки сарлака" телеперадача Кайнлăк ял тăрăхĕнче пулчĕ хăнара

Кайнлăк ял тăрăхĕнче вырнаçнă Хирти Мăнтăр ялне "Ĕмĕр сакки сарлака" телеперадача валли ятарласа хатĕрлеме Шупашкарти ЮТВ телеканалра ĕçлекенсем килсе çитрĕç. Ертсе пыраканĕ чăвашсен паллă эстрада юрăçи Людмила Семенова пулчĕ.

Передачăн тĕп геройĕ – Мария Каçалсем сăвăç. Передачăна тата çак тăрăхри культура ĕçченĕсем хутшăнчĕç. Хăнасене çăкăр тăварпа, хаваслă юрăпа кĕтсе илчĕç. Малтанах Людмила Семенова Мария Каçалсен пултаруллăхĕпе паллашрĕ, çак тĕлпулăва хутшăнакансенчен кашнинченех интервью илсе, унăн ĕçĕ-хĕлĕ тата кун-çулĕ пирки ыйтса пĕлчĕ. Передача йĕркелекенсене сăвăç хăйĕн пурнăçри чи пулăмлă тапхăрĕ пирки те каласа кăтартрĕ, сăввисене вуласа пачĕ.

Малалла "Ĕмĕр сакки сарлака" передачăна Мария Каçалсем килĕнче ÿкерчĕç. Хатĕрленĕ передача çитес вăхăтрах ЮТВ кабеллĕ телеканалпа эфира тухĕ.



18 сентября 2020
09:45
Поделиться
;