Комсомольский муниципальный округ

«Чǎваш ялĕн илемĕ – 2020» титула Макарова Татьяна Васильевна тивĕçрĕ

«Чǎваш ялĕн илемĕ – 2020» титула Макарова Татьяна Васильевна тивĕçрĕ

Чǎваш автономине туса хунǎранпа 100 çул, Аслǎ Çĕнтерӳ 75 çул çитнине тата Пĕтĕм Тĕнчери Ял Хĕрарǎмĕсен Кунне тивĕçлĕ шайра паллǎ тǎвас тĕллевпе Чǎваш наци конгресĕ регионсем хушшинче «Хĕрарǎм, сан умǎнта таятǎп пуçǎма» конкурса çӳллĕ шайра йĕркелесе ирттерчĕ. Вĕсенчен чи пултаруллисене чÿк уйăхĕн 14-мĕшĕнче чысларĕç.

«Хĕрарǎм, сан умǎнта таятǎп пуçǎма» конкурс ялти чǎваш хĕрарǎмĕсем самана таппипе тан утнине, халǎхǎмǎрǎн пуянлǎхне – авалхи ырǎ йǎласене ǎша хывса пурǎннине, илемлĕ те пуян чĕлхемĕре юратнине тата çемье ǎшшине упраса çемьери хутшǎнусене çирĕплетсе пынине кǎтартса пачĕ.

Жюри пайташĕсем пĕр шухǎшлǎ пулса 1 вырǎна «Чǎваш ялĕн илемĕ – 2020» титула Комсомольски районĕнчи Макарова Татьяна Васильевна тивĕçнине пĕлтерчĕç.

2 вырǎнта - «Пултарулǎх çǎлкуçĕ» номинацире харǎсах иккĕн: Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Яковлева Людмила Евгеньевна тата Красноармейски районĕнчи Никонорова Антонина Николаевна.

3 вырǎнта «Ылтǎн алǎ» номинацире - Канаш районĕнчи Харитонова Галина Васильевна.

Маттур чăваш хĕрарăмĕсене ЧНК президенчĕ Николай Федорович Угаслов парнесемпе тата дипломсемпе чысларĕ.

Саламлатпǎр!



16 ноября 2020
08:39
Поделиться
;