Комсомольский муниципальный округ

«Хусанкай вулавĕсем – 2021» фестиваль çĕнтерӱçисемпе призёрĕсене саламлатпăр

2020 çулхи раштавăн 14-мĕшĕнчен пуçласа 2021 çулхи кăрлач 18-мĕшĕсенче Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ йĕркеленипе Петĕр Хусанкая халалласа вĕренекенсен пултарулăхĕн «Хусанкай вулавĕсем – 2021» регион фестивалĕ иртрĕ. Фестивале Чăваш, Тутар, Пушкăрт Республикисенчен тата Самар, Ульяновск облаçĕсенчен пĕтĕмпе 235 ача хутшăнчĕ. Вĕсем П. Хусанкайăн  сăввисене чăвашла, тутарла, вырăсла вуласа ÿкернĕ видеороликсем хатĕрлесе хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Хĕрÿ тупăшура 82 вĕренекен çĕнтерÿçĕсемпе призёрсем пулса тăчĕç. Вĕсене пурне те саламлатпăр!

Диплом илейменнисем 89050293941 номерпе шăнкăравлăр.

Çĕнтерÿçĕсемпе призёрсен списокĕ...

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии



03 февраля 2021
09:58
Поделиться
;