Комсомольский муниципальный округ

Спортпа туслă

Февралĕн 15-мĕшĕнче «Кĕтне» ФСК-ра мини-футбол вăййин туслăх турнирĕ иртрĕ. Республикăн кăнтăр районĕсенчи администрацисен пуçлăхĕсем, ял поселенисен пуçлăхĕсем тата районти ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисем футболла вылярĕç.
Вăйă йĕркеленин тĕллевĕ — пĕр-пĕрин хушшинчи туслăха аталантарасси, сывлăха çирĕплетесси тата спортпа ытларах туслашасси.
Çавна май виçĕ команда футболла выляса тупăшрĕç, çĕнтерессишĕн тăрăшрĕç. Хĕрÿ тупăшура Комсомольски, Шăмăршă, Елчĕк, Йепрес район администрацийĕсен пуçлăхĕсен команди çĕнтерчĕ. Вĕсем ăстарах вылярĕç.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов туслăх тĕл пулăвне килсе çитнисене, мини-футбол вăййине хутшăннисене тав турĕ, малашне те пĕрле тĕл пулса выляма, сывлăха çирĕплетме чĕнсе каларĕ.
Г.ГИНАТУЛЛИНА

АУ «Редакция Комсомольской районной газеты «Каçал ен» («Кошелеевский край»)



18 февраля 2021
08:57
Поделиться
;