Комсомольский муниципальный округ

41 ача çуралнă

Районти ЗАГС уйрăмĕн начальникĕ Ольга Федотова пĕлтернĕ тăрăх, кăçал мартăн 13-мĕшĕ тĕлне районта юратакан чĕресем пурнăç çулĕпе алла-аллăн тытăнса утма шут тытса 18 çемье чăмăртанă. Шел пулин те, 9 çемье тĕрлĕ сăлтава пула уйрăлнă. Асăннă тапхăрта çемьесене 41 «çĕнĕ кайăк» вĕçсе килсе савăнăç кÿнĕ. Пĕр çемье ачана усрава илнĕ. 95 çын пурнăçран уйрăлнă.
С.ВИШНЕВА



18 марта 2021
11:37
Поделиться
;