Комсомольский муниципальный округ

Çырăнтарма тытăннă

Пĕрремĕш класа кайма хатĕрленекен ачасене шкулсене паян, апрелĕн 1-мĕшĕнче, çырăнтарма тытăнаççĕ.
Июнь уйăхĕн 30-мĕшĕччен регистрацие çирĕплетнĕ вĕренÿ учрежденийĕсене çырăнтарĕç. Саккунпа килĕшÿллĕн пĕр çемьери ачасем аппăшĕсемпе пиччĕшĕсем çÿрекен шкулах кайма пултараççĕ. Пурăннă вырăнта мар урăх çĕрте регистрациленнисене пĕлÿ çурчĕсенче пушă вырăнсене кура июль уйăхĕн 6-мĕшĕнче çырăнтарма пуçлĕç. Палăртса хăвармалла, кăçал республикăра пурĕ пĕрремĕш хут партта хушшине 17 пине яхăн ача лармалла, районта вара — 248 ача. Пĕрремĕш класа çырăнтарма заявление виçĕ майпа хăварма пулать: патшалăх çăмăллăхĕсен пĕрлĕхлĕ порталĕ е республикăри вĕренÿ çумăллăхĕсен парталĕ урлă тата заявление шкула кайса парса.



01 апреля 2021
08:22
Поделиться
;