Комсомольский муниципальный округ

Туслă коллективра ĕç ăнать

30 çул ĕнтĕ районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр çынсене ĕç тупма пур енлĕн пулăшать. Паянхи кун çак центрăн специалисчĕсем административлă регламентсене тĕпе хурса пысăк пахалăхлă пулăшу кÿме, хăйсен клиенчĕсене меллĕ условисемпе тивĕçтерме тăрăшаççĕ.
Вĕсем граждансене вăхăтлăх е яланлăх ĕçе вырнаçма, çĕнĕ професси илме е квалификацие ÿстерме пулăшаççĕ, вакансисен ярмăрккисем йĕркелеççĕ. Специалистсем кашни килекене ырă кăмăлпа кĕтсе илеççĕ, ниепле те ĕç тупайманнишĕн пăшăрханакан çынсене шанчăк парнелеççĕ. Ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă хăйсем тĕллĕн ĕç тупайман çитĕннĕ çынсем çеç мар, çул çитмен çамрăксем те ĕçе вырнаçма пултараççĕ.
Центр ĕçлеме пуçланăранпа унăн ертÿçисем темиçе те ылмашăннă. 1991 çултан пуçласа 2011 çулччен ăна Николай Витальевич Антонов ертсе пынă. 2011—2015 çулсенче — Галина Михайловна Воронова, 2015—2018 çулсенче Константин Николаевич Кокшин халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн «тилхепине» тытса пынă. 2018 çултанпа вара çак учрежденин ертÿçи — Екатерина Ильинична Жукова.
Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн ĕçĕ-хĕлĕ пирки каланă май, кунта нумай çул вăй хунă ĕç ветеранне те — Раиса Ивановна Пермяковăна — палăртса хăварас килет. Вăл тĕп бухгалтерта тăрăшса хăйĕн тивĕçĕсене яланах çÿллĕ шайра пурнăçласа пынă, шанса панă ĕçе яланах типтерлĕн, туллин тума пĕлнипе палăрнă. Халĕ вăл — тивĕçлĕ канура.
Çак центрăн коллективĕ туслă та тăрăшуллă. Пурте пĕрле килĕштерсе ĕçленине кура ĕнтĕ кулленхи ĕç кал-кал пырать.

Н.МЕДВЕДЕВА



15 апреля 2021
16:14
Поделиться
;