Комсомольский муниципальный округ

Тавралăха тирпейлер

Юр ирĕлнĕ хыççăн унта та кунта тасамарлăх, çÿп-çап çиеле тухать. Вĕсене тасатма çулсерен субботниксем ирттересси йăлана кĕчĕ. Пирĕн районта пурăнакансем тавралăха тирпей-илем кĕртес ĕçе иртнĕ эрнерех пикенчĕç. Район администрацийĕн ĕçченĕсем туслăн пуçтарăнса Комсомольскинчи тĕп парка тирпейлерĕç. Ял тăрăхĕсен администрацийĕсенче вăй хуракансем те субботник ирттерсе таврари территорие тасатрĕç.
Апрелĕн 24-мĕшĕнче вара пĕтĕм Раççей шайĕнче субботник иртет. Пурне те унта активлăн хутшăнма йыхравлатпăр.



22 апреля 2021
12:00
Поделиться
;