Комсомольский муниципальный округ

Сасăлава хутшăнар!

Хăтлă хула хăтлăхне йркелес ĕçе кашни çын тÿпе хывма пултартăр тесе вырăнти тирпей-илем объекчĕсемшĕн онлайн-сасăлав иртет. Ятарлă платформа çинче — za.gorodsreda.ru — апрелĕн 26-мĕшĕнчен пуçласа майăн 30-мĕшĕччен сасăлама пулать. Сасăлава 14 çул тултарнă тата унтан аслăрах кашни Раççей гражданинĕ хутшăнма пултарать.
Районта ку енĕпе ĕçе кÿлĕннĕ ĕнтĕ. Волонтерсем çынсене мĕнле сасăламалли пирки ăнлантарса параççĕ, сасăлама пулăшаççĕ. Çавăнпа та йывăрлăхсем пулмалла мар.
Мĕншĕн сасăлатпăр-ха? Пире район территорийĕнче хăтлăлатма палăртнă икĕ объектшăн сасăлама сĕнеççĕ. Пĕрремĕшĕ — районти тĕп парка хăтлăлатассишĕн. Проектпа килĕшÿллĕн кунти вырăна тата тирпей-илем кĕртмелле. Иккĕмĕшĕ — нумай функциллĕ ача-пăча площадки тăвассишĕн.
Кам мĕншĕн сасăлассине хăй суйласа илет. Ятарлă сайт çинче проектпа паллашма, кураторсене ыйтусем пама та пулать. Çавăнпа та кашниех сасăлава хастар хутшăнар. Хамăр пурăнакан вырăн тирпейлĕ те хăтлă пултăр.



29 апреля 2021
08:46
Поделиться
;