Комсомольский муниципальный округ

Вакцинаци йывăр тапхăра таврăнассинчен хăтарĕ

Июлĕн 16-мĕшĕнче «ВКонтакте» социаллă сетьре вакцинаци ыйтăвĕпе «тÿрĕ лини» иртрĕ. Республикăра пурăнакансен ыйтăвĕсене ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Алла Салаева, сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов, Шупашкар хулин тĕп больницин тĕп врачĕ Татьяна Маркелова хуравларĕç.
Владимир Геннадьевич пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн республикăра 214285 çын /вĕсенчен 82 пинĕшĕ — 60 çултан иртнисем/ çын коронавирусран прививка тутарнă. Чăваш Ене вакцинăн 260 пин дозине кÿрсе килнĕ. Вакцинацин 56 пункчĕ ĕçлет, 14 мобильлĕ пункт куллен çула тухать, 58 бригада пациентсем патне çитет.
Халăхăн 36 проценчĕ вакцинациленнĕ, анчах — ку сахал. «Çынсене чиртен хÿтĕлес тесен республикăра пурăнакансен 60 проценчĕн иммун тытăмне çирĕплетмелле. Хальхи вăхăтра инфекци анлăн сарăлас хăрушлăх пур. Чир вăй илсен пĕлтĕрхи пек асăрханулăх мерисем йышăнма тивĕ. Вакцинаци пĕлтĕрхи йывăр тапхăра таврăнассинчен хăтарĕ», — терĕ Алла Леонидовна.
Коронавирус чирĕ пурне те пăшăрхантарнăран ыйту паракан нумай пулчĕ. Вăл шутра организм вакцинăна епле йышăннипе те кăсăкланчĕç. «Кашни çыннăн тĕрлĕрен. Ÿт температури ÿсме, пуç ыратма, вăй пĕтме пултарать. Ÿт температури ÿссен эмел ĕçессинчен тăхтаса тăмалла, ун вырăнне шыв нумайрах ĕçмелле. Виçĕ кун йывăр ĕç тумалла мар», — ăнлантарчĕ Татьяна Маркелова.
А.ИВАНОВ

АУ «Редакция Комсомольской районной газеты «Каçал ен» («Кошелеевский край»)



20 июля 2021
14:39
Поделиться
;