Комсомольский муниципальный округ

Вĕсем преступленисене уçса параççĕ

Професси уявĕ — РФ следстви органĕсен сотрудникĕсен кунĕ умĕн Раççей Следстви Комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви уйрăмĕн кăçалхи пĕрремĕш çур çулти ĕçĕсене пĕтĕмлетнĕ.
РФ следстви органĕсен ĕçченĕн кунне 2013 çулхи июлĕн 25-мĕшĕнче РФ Правительствин 2013 çулхи августăн 27-мĕшĕнче йышăннă 741 №-лĕ постановленийĕпе килĕшÿллĕн уявлама тытăннă. 1713 çулхи июлĕн 25-мĕшĕнче I Петĕр патша «О создании следственной канцелярии гвардии майора М.И.Волконского» текен Указ кăларнă пулнă. Çак указпа килĕшÿллĕн Раççейре патшалăх пуçлăхне пăхăнса тăракан, малтанлăх следстви ирттерме полномочисем панă патшалăх органĕ йĕркеленĕ. Çавăнпа та шăпах июлĕн 25-мĕшĕнче професси уявне паллă тума йышăннă.
Аса илтеретĕп, Следстви Комитечĕн следователĕсем уйрăмах хăрушă та йывăр преступленисемпе ĕçлеççĕ. Çав шутра: çынна вĕлерни, çынна саккунсăр майпа ирĕкрен хăтарни, çынсемпе суту-илÿ туни, арлăх тĕкĕнменлĕхне тата арлăх ирĕклĕхне хирĕç тунă преступленисем, ĕç сыхлавĕн правилисене пăсни, ĕç укçи тÿлеменни, коррупци сĕмĕллĕ преступленисем… Пурĕ РФ Уголовлă кодекса кĕрекен 140 ытла статья. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта следстви уйрăмĕ преступлени çинчен пĕлтернисене пăхса тухса 36 уголовлă ĕç пуçарнă. Тĕрлĕ категориллĕ 27 уголовлă ĕç вĕçленĕ. Граждансен пурĕ 38 ытла ыйтăвне пăхса тухнă. Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви уйрăмĕн ĕçченĕсем йышăну вăхăтĕнче пурĕ 71 гражданина йышăннă. Çын сывлăхне вилмелле сиенлесе е çынна вĕлерсе тунă уйрăмах йывăр преступленисене тĕпчессине уйрăм тимлĕх уйăратпăр.
Çул çитменнисене хирĕç тунă преступленисене уçса парассипе тимлĕ ĕçлетпĕр. Унсăр пуçне следовательсем мĕнле сăлтавсене пула çынсем çакăн евĕр преступленисем тунине тĕпчеççĕ, çак сăлтавсене вăхăтра сирсе яма тăрăшаççĕ. Пирĕн уйрăм должноçпа усă курса тунă тата коррупцилле преступленисене уçса парас енĕпе те яланах тимлет, çакăн пек преступленисене вăхăтра асăрхаса уçса пама тăрăшать.
Следстви уйрăмĕн ĕçченĕсене пурне те РФ следстви органĕсен сотрудникĕсен кунĕ ячĕпе саламлатăп. Çирĕп сывлăх, ĕçре ăнăçу сунатăп. Право сыхлавĕн ертÿçисемпе сотрудникĕсене тата вырăнти хăйтытăмлăх ĕçченĕсене пĕрле тухăçлă ĕçленĕшĕн тав тăватăп.

Н.ЯКОВЛЕВ,
Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви уйрăмĕн ертÿçи, юстици полковникĕ

АУ «Редакция Комсомольской районной газеты «Каçал ен» («Кошелеевский край»)



23 июля 2021
13:56
Поделиться
;