Комсомольский муниципальный округ

Ларура сÿтсе явнă

Августăн 3-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусен залĕнче район пуçлăхĕ Ремис Мансуров ертсе пынипе районти депутатсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, район администрацийĕн пай пуçлăхĕсем тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăннă.
Ларура районăн кăçалхи тата çитес çулсенчи бюджечĕсене улшăнусем кĕртнĕ, административлă комиссипе çыхăннă ыйтăва пăхса тухнă. Çавăн пекех шыв башнине районăн муниципаллă харпăрлăхĕнчен Урмаел ял тăрăхĕн харпăрлăхне парассине, муниципаллă пушар хурал çуртне Аслă Çĕрпÿел ял тăрăхĕн харпăрлăхĕнчен район харпăрлăхне йышăнассине сÿтсе явнă. Унсăр пуçне награда материалĕсем тата ытти ыйтусем тавра та калаçнă.

АУ «Редакция Комсомольской районной газеты «Каçал ен» («Кошелеевский край»)



06 августа 2021
09:27
Поделиться
;