Çамрăксен чĕрисем харсăр, урисем çăмăл
Çамрăклăх — кашни çыннăн пурнăçĕнчи хăюллă ĕмĕтсемпе, шанчăкпа, шыравпа тулнă ытарма çук тапхăр. Паянхи вĕренекенсем, студентсем, тĕрлĕ сферăри çамрăк ĕçченсем — тĕнчен малашнехи аталанăвĕн çулне палăртаканĕсем. Çав вăхăтрах обществăри лару-тăрупа патшалăх политикин те çамрăксен хаклăхĕсемпе çул-йĕр аталанăвĕнчи витĕмĕ пысăк пĕлте- рĕшлĕ. «Молодая гвардия» обществăпа политика организацийĕ — çамрăксенче патриотлăх туйăмне, вĕсен ăс-тăнне тата культурине аталантарса, пĕр-пĕрне пулăшас тата яваплăх принципĕсем тăрăх пурăнакан ушкăн.
Пĕтĕм Раççейри çамрăксен «Молодая гвардия» организацийĕн Комсомольскинчи уйрăмĕ вĕренÿ проекчĕсемпе программăсене, пуçарусене пурнăçа кĕртет, тĕрлĕ мероприятисем йĕркелет. Сăмахран, вĕсем «Доброволецсем — ачасене» акцие хутшăнса йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ ачаллă çемьесем валли тумтир пуçтарнă, сывă пурнăç йĕркине тытса пурăнас тĕллевпе иртекен «Нет — наркотикам!» мероприяти шайĕнче «ВИЧ-инфекцисем ересрен асăрханас» информаци буклечĕсем валеçнĕ. «Сдай батарейки сегодня, сохрани природу завтра!», «Убедись, что тебя пропускает водитель!» акцисем, асфальт çинчи ÿкерчĕксен фестивальне, шахмат вăййин турнирне, ытти мероприятисем те йĕркеленĕ. Çавăн пекех вĕсем Пĕтĕм Раççейри «Симĕс ĕçсен кунĕсем» экологи марафонне хутшăнса субботниксенче тавралăха çÿп-çапран тасатаççĕ.
Харсăр чĕреллĕ, вăй тапса тăракан çамрăксем вĕренÿпе ĕçрен пушă вăхăтне усăллă ирттерни пархатарлă. Вĕсем йĕркелекен мероприятисем — ырă тĕслĕх.
С.ВИШНЕВА
АУ «Редакция Комсомольской районной газеты «Каçал ен» («Кошелеевский край»)