Комсомольский муниципальный округ

Вĕренÿ çулне хатĕр-и?

Çак кунсенче ятарлă комисси районти вĕренÿ учрежденийĕсем çĕнĕ вĕренÿ çулне мĕнле хатĕрленнине тĕрĕслет. Хальлĕхе комисси 18 вĕренÿ учрежденийĕнче пулнă. Комисси членĕсем палăртнă тăрăх, вĕренÿ учрежденийĕсене çĕнĕ вĕренÿ çулне тĕплĕн хатĕрлеççĕ. Шкулсемпе ача сачĕсенче юсав ĕçĕсем ирттернĕ, пÿлĕмсене, столовăйсене, спорт, музыка залĕсене тата ытти кабинетсене хăтлăлатнă. Унсăр пуçне шкул таврашĕнчи территорие те тирпей-илем кĕртнĕ. Тупса палăртнă çитменлĕхсене вара кĕске вăхăтра пĕтермелле, çĕнĕ вĕренÿ çулне пур вĕренÿ учрежденийĕсенче те ĕçсене вĕçлемелле, ачасене илемлĕ те хăтлă шкулсенче, ача сачĕсенче кĕтсе илмелле.

АУ «Редакция Комсомольской районной газеты «Каçал ен» («Кошелеевский край»)



10 августа 2021
11:04
Поделиться