Юрра-ташша кашни хавас
Çак кунсенче районти культура çурчĕн ĕçченĕсем «Дружба» ЯХПК ĕçченĕсене, Хырай Ĕнел ялĕнче пурăнакан çĕр ĕçченĕсене концертпа савăнтарнă. Культура ĕçченĕсем кĕске вăхăтлăх кану йĕркелесе, илемлĕ юрă-кĕвĕ шăрантарнă, комбайнерсемпе водительсен тăрăшулăхне палăртса ырă кăмăл-туйăм парнеленĕ. Çакăн пек кану вăхăчĕсем йĕркелени çĕр ĕçченĕсемшĕн çав тери паха: канса илме те, савăнма та пулать.
АУ «Редакция Комсомольской районной газеты «Каçал ен» («Кошелеевский край»)