Ĕçченсен тĕп шухăшĕ — ĕç пĕр вырăнта ан татăр
«Ял хуçалăх — уçă пĕлĕт айĕнчи завод. Кашни ĕç пĕр-пĕринпе çыхăнса тăрать, лару-тăру çине çутçанталăк условийĕсем пысăк пĕлтерĕшлĕ витĕм кÿреççĕ. Паллах, тухăç туса илессин пĕр тапхăрĕ те çăмăл ĕç мар. Пухса кĕртесси вара пушшех те. Ара, çу каçа тар тăкса ÿстернĕ тухăçа кĕске вăхăтра пухса кĕртмелле-çке. Мулран хаклă сехете çухатас мар тесен хуçалăхри уйсен гектарĕсемпе шайлашуллă шутлă техника та, çынсем те ĕçе хатĕр пулни паха», — пĕлтерчĕ сăмах пуçарса Михаил Афанасьев:
Нумаях пулмасть «Рассвет» ЯХПК-ра пултăм. Хуçалăхра вырма ĕçĕсене вĕçленĕ — тырпула пуçтарса кĕртнĕ. Сергей Филиппов агроном йĕтем çинчи ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ. Ĕçченсем кунта икĕ сменăпа тăрăшаççĕ. Альбина Чернова, Надежда Иванова, Анастасия Коноплева, Виктор Иванов, Елена Коноплева, Нина Шурбина, Павел Воробьев, Раиса Павлова, Светлана Волкова тĕш-тырра аллаççĕ. Вĕсен ĕçне Мария Ельтемерова кладовщик-бригадирпа йĕтемри ĕçсен ертÿçи Лариса Коноплева йĕркелесе пыраççĕ. Юрий Кузьмин, Василий Хурасев, Андрей Матросов ĕçченсем сортировкăсене пăхса, юсаса тăраççĕ. Вĕсем хапха умне туй килсен çеç хыпкаланмалла маррине асра тытса çитес çул акмалли вăрлăха çийĕнчех «Петкус» сортировка витĕр кăларса кондицие лартаççĕ. Йĕтем çинчи бригада ĕçченĕсем йывăр михĕсем йăтмалла маррипе кăмăллă. Хуçалăхра хальхи вăхăтра тырра погрузчикпа тиесе пÿлмене хываççĕ.
Хуçалăха çитнĕ-çитнех мăйракаллă шултра выльăх фермине те çитсе куртăм. Кунти ĕç-хĕле Алексей Матросов ферма заведующийĕпе Петр Зверев зоотехник йĕркелесе тăраççĕ. Ферма территорийĕпе витесенчи тасалăхпа тирпейлĕх те куç кĕрет. Кунта пушмак вараланасран хăраса утмалла мар. Карта хĕррисенче те пĕр çум курăк та курăнмасть — сип-симĕс газон курăкĕ куçа илĕртет. Ăна та ÿстерсе ямаççĕ — вăхăтра çулса тăраççĕ. 180 пуç ĕнене икĕ доярка — Ирина Красновăпа Татьяна Попова — сменăпа сăваççĕ. Вера Курицына, Ольга Кузьмина пăру пăхакансем, Алина Андреева выльăх самăртакан, Владимир Поповпа Алексей Егоров скотниксем, Борис Казаков арманçă-фуражир, Юрий Казаков трактористпа Евгений Казаков апат хатĕрлекен хăйсене шанса панă тивĕçсене яваплă пурнăçлаççĕ. Вĕсем выльăхсене паха апат çитерес, тасалăхра тытас тесе тăрăшаççĕ. Кунти ĕçченсем те хальхи вăхăтра ĕç условийĕсем çăмăлланни çинчен хĕпĕртесе калаçрĕç.
Тырпула пухса кĕртни ĕç хăвăртлăхне чакармаллине пĕлтермест. Хальхи вăхăтра хуçалăхра çитес çул акса хăварма çĕр хатĕрлеççĕ, выльăх апачĕ янтăлассипе ĕçлеççĕ.
Денис Киселевпа Анатолий Викторов уйри çĕре пулăхлатма удобрени хываççĕ. Кирилл Пыркин дискатор çаклатнă тракторпа хирте ĕçлет. Çитес кунсенче ĕçченсем силос хывма хатĕрленеççĕ. Вырма тухма куккурус пиçсе çитменни çеç чарса тăрать.
Ĕç ÿсĕмлĕхĕ, паллах, ертÿçĕпе специалистсем пĕр-пĕринпе канашласа, ĕççи вăхăтĕнчи кашни саманта, сиксе тухма пултаракан кăлтăксене шута илсе, ĕçсене тĕрĕс планласа йĕркелесе пынинчен нумай килет.
Хуçалăх 434 гектар çинче акса ÿстернĕ тĕш-тырăпа пăрçа йышши культурăсене çапса илнĕ. Вăтам тухăç кашни гектартан 20 центнерпа танлашать. Пурĕ 1710 тонна выльăх апачĕ хатĕрленĕ: 210 тонна утă, 1500 тонна сенаж. 231 гектар çинчи нумай çул ÿсекен курăксене 2 хутчен çулса илнĕ, виççĕмĕш хутне çулма тухнă. Кĕрхисем акма 70 гектар çĕр хатĕр, 30 гектар çинче кĕрхи çĕртме тунă.
С.ЕФИМОВА
АУ «Редакция Комсомольской районной газеты «Каçал ен» («Кошелеевский край»)