Комсомольский муниципальный округ

Мăшăрсен ирĕкĕпе штамп лартаççĕ

Раççей Федерацийĕн 2021 çулхи июлĕн 15-мĕшĕнчи 1205 №-лĕ Постановленийĕпе килĕшÿллĕн Раççей гражданинĕн паспорчĕ çинчен калакан положение улшăнусем кĕртнĕ. Малашне РФ гражданинĕн паспортĕнче çемье çавăрнă тата уйрăлнă пирки, ачасем пурри çинчен çын кăмăлне шута илсе штамп лартаççĕ. Çынсем çемье хутшăнăвĕ, ачасем пурри пирки информаци çухалмасть-ши тесе ыйту та параççĕ.
Чăваш Республикин юстици ĕçĕсен патшалăх службин ертÿçин çумĕ Алексей Вязов пĕлтернĕ тăрăх, çемье тата ачасем пирки информацие пĕрлехи базăра упраççĕ. Граждан тăрăмĕсен акчĕсен çыравĕсем пĕтĕмпех Пĕрлехи патшалăх реестрĕнче çырăнса пыраççĕ. Çавăнпа та пĕрлехи базăра пур информаци те пур.

АУ «Редакция Комсомольской районной газеты «Каçал ен» («Кошелеевский край»)



13 августа 2021
09:49
Поделиться