Комсомольский муниципальный округ

Вырмара кашни минут хаклă

Уяр кунсемпе усă курса районти хуçалăхсем хĕрсех кĕрхи культурăсене выраççĕ. «Сарă тинĕсре» иртен пуçласа каçченех комбайнсем кĕрлеççĕ, пиçсе çитнĕ тыр-пула çапса тĕшĕлеççĕ.
Районти 6 хуçалăхра вырма ĕçĕсене вĕçленĕ, ытти хуçалăхсенче вара кашни кунпа туллин усă кураççĕ. Çак кунсенче район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов «Асаново» ЯХПК-ри вырма ĕçĕсем епле пынипе вырăнта паллашнă.
Асăннă хуçалăхра ĕçе пĕлсе тата вăхăтра йĕркелеççĕ. Кунта тăрăшакансем хальхи вăхăтра выльăх-чĕрлĕх апачĕ хатĕрлеççĕ, кĕрхи культурăсене çапса тĕшĕлеççĕ, çĕртме тăваççĕ.
Кăçал хуçалăхра 658 гектар çинче тĕш-тырăпа пăрçа йышши культурăсем çитĕнтернĕ. Августăн 16-мĕшĕ тĕлне ĕçченсем 503 гектар çинчен тыр-пула пуçтарса кĕртнĕ: кĕрхи тулă _ 199 гектар, ыраш — 24 гектар, урпа — 230 гектар, сĕлĕ — 25 гектар, пăрçа — 25 гектар. 3390 тонна выльăх апачĕ ха- тĕрленĕ. Кĕрхисене акса хă- варма 150 гектар çĕр хатĕр, 78 гектар çинче кĕрхи çĕртме тунă. Хуçалăх ертÿçи Александр Бахтеров пĕлтернĕ тăрăх, ĕçченсем кашни кунпа туллин усă кураççĕ, тăрăшса ĕçлеççĕ.
Хуçалăх ĕçченĕсене пур ĕçе те вăхăтра ĕлкĕртсе пÿлмесене тулли пуян тухăç пуçтарса кĕртме сунатпăр.
С.Ефимова

АУ «Редакция Комсомольской районной газеты «Каçал ен» («Кошелеевский край»)



18 августа 2021
11:29
Поделиться
;