Комсомольский муниципальный округ

Юбиляра саламланă

Çак кунсенче Хирти Ĕнелте пурăнакан Римма Михайловна Кольцова 90 çулхи юбилейне паллă тунă.

Ăна саламлама ачисемпе мăнукĕсем, çывăх тăванĕсемпе юлташĕсем пуçтарăннă. Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Надежда Голландцева ватă çынна Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн саламлă çырăвне тата Комсомольски район администрацийĕ ячĕпе парне парса чысланă.

Римма Михайловна ĕмĕр тăршшĕпех колхозра вăй хунă - малтан фермăра сысна пăхаканра, каярах бригадăра ĕçленĕ. Мăшăрĕпе вĕсем 3 ача: икĕ хĕрпе пĕр ывăл çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине тăратнă. Хальхи вăхăтра юбиляр ывăлĕн çемйипе тăван килте пурăнать, виçĕ мăнукĕпе тата пилĕк мăнмăнукĕпе савăнать.

90 çулхи кинемейĕн хавхаланулăхĕпе ĕçченлĕхĕ çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх.

Римма Михайловна хăнасене тимлĕхшĕн тав тунă.

АУ «Редакция Комсомольской районной газеты «Каçал ен» («Кошелеевский край»)



18 августа 2021
11:34
Поделиться
;