Комсомольский муниципальный округ

Ачасемпе мăнуксен ăшши – чи хакли

Çак кунсенче Комсомольски ялĕнче пурăнакан Рева Игнатьевна Чемешева 90 çулхи юбилейне уявланă. Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Мария Илларионова юбиляра саламласа РФ Президенчĕн Владимир Путинăн çырăвне çитернĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕн Александр Осиповăн ячĕпе парнепе чысланă.
Рева Игнатьевна хăнана пÿрт умне тухса савăк кăмăлпа кĕтсе илнĕ. Тĕрлĕ тĕслĕ чечексен çыххисем, апат-çимĕçпе йăтăнса тăракан сĕтел, пÿрт тулли тăван-пĕтенсем — çакă мар-и-ха чăн телей? Юбиляра юратни, хаклани, савăнтарма тăрăшни туйăнсах тăрать.
Çак тĕлĕнмелле хĕрарăм пурнăç тăршшĕпе хура-шурне сахал мар курнă. Вăл Хырай Ĕнел ялĕнче çуралнă, шкулта вĕреннĕ, ашшĕ-амăшне кил хуçалăхĕнчи ĕçсемпе мĕн пĕчĕкрен пулăшнă. Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланнă чухне Рева 11 çулти хĕрача пулнă. Ытти ачасем пекех вăл çак йывăр çулсенче питĕ нумай ĕçленĕ, çав шутра «Коммуна» колхоз хирĕсенче чылай тар тăкнă. Вăрçă вăхăтĕнче çемье выçлăх мĕнне лайăх пĕлнĕ, Аслă Çĕнтерÿ хыççăн та колхоз вăй иличчен нумай тăрăшма тивнĕ.
1965 çулта Рева Игнатьевна Герман Григорьевич Чемешевпа пĕр çемье чăмăртанă. Вĕсем 6 ачана кун çути парнелесе ура çине тăратнă. Халĕ юбилярăн 6 мăнукпа 2 мăнмăнук. Рева Игнатьевна 40 çул ытла Урмаел вăтам шкулĕнче ачасене пĕлÿ панă. Çулĕсем сахал мар пулсан та, кинемей ялта, районта тата тĕнчере мĕн пулса иртнипе интересленсех тăрать. Ачисемпе мăнукĕсем, мăнмăнукĕсем хăйсен ăшшипе, юратăвĕпе хупăрлани вара уншăн чи хакли.

АУ «Редакция Комсомольской районной газеты «Каçал ен» («Кошелеевский край»)



10 сентября 2021
13:15
Поделиться