Хăтлăлантăр пурăнакан вырăн
Хамăр пурăнакан тавралăх тирпейлĕ те илемлĕ пулсан епле аван! Юлашки çулсенче çынсем пурăнакан вырăнсене çине тăрсах хăтăлăлатаççĕ. Çакă пĕтĕмпех çынсен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатас тĕлĕшпе пурнăçланать.
Тĕслĕхрен, район центрĕнче, ялсенче чылай проекта ĕçе кĕртсе ачасене вылямалли, çынсен канăвне усăллă ирттермелли вырăнсем хута кайрĕç. Çак кунсенче çеç вара Заводская урамра пурăнакансен патне те çĕнĕлĕх çитрĕ: 67 «а» тата 67 «б» нумай хваттерлĕ çуртсем çывăхĕнчи территорие тирпей-илем кĕртеççĕ. Халĕ кунта ачасене вылямалли ятарлă нумай функциллĕ лапам пулĕ. Унпа пĕрлех çуртсем патне кĕрсе тухмалли автоçула такăрлатнă, утса çÿреме тротуар сарнă.
Ĕçсене пĕтĕмпех «Стройкомфорт» ООО пурнăçлать. Строительсем обьекта кăштах палăртнă вăхăтран кая юлса пурнăçлаççĕ пулин те, ĕçсене çак кунсенче пĕтерме шантараççĕ. Пурăнакан вырăн илемлĕ, хăтлă пулни ачасемшĕн те, аслисемшĕн те аван.
А.АНТОНОВА
АУ «Редакция Комсомольской районной газеты «Каçал ен» («Кошелеевский край»)