Комсомольский муниципальный округ

Кишĕр кăларма пуçланă

«Комсомольские овощи» ОООра кишĕр кăларма пуçланă. Хуçалăх тымар çимĕçĕн «Сильвано» сортне 23 гектар çинче çитĕн-тернĕ. Ăна комбайнпа кăларнă çĕрте В.Владимиров механизатор тăрăшать. Маларах кунти ĕçченсем 120 гектар çинчен «иккĕмĕш çăкăра» пуçтарса кĕртнĕ. Хуçалăхра 20 гектар хĕрлĕ чĕкĕнтĕр, 10 гектар купăста çитĕнтернĕ. Нумаях пулмасть «Слава картофелю» тата «Комсомольские овощи» агрофирмăсенчи ĕç-хĕлпе районти ял хуçалăх, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен уйрăмĕн начальникĕ А.Селиванов паллашнă.
Г.ЮРЬЕВ

АУ «Редакция Комсомольской районной газеты «Каçал ен» («Кошелеевский край»)



21 сентября 2021
09:52
Поделиться
;