Комсомольский муниципальный округ

«Коронавируса пĕрле чарар»

Çак ятпа регион Пуçлăхĕ О.Николаев сентябрĕн 28-мĕшĕнче Чăваш наци телекуравĕнче «тÿрĕ лини» ирттернĕ. Унта ЧР Пуçлăхĕ республикăра коронавирус енĕпе лару-тăру кăткăс пулнине палăртнă.
Кунсерен чирлĕ 80 çынна тупса палăртаççĕ. Больницăсенчи койкăсен 30 ытла процентне коронавирусран сиплев тĕлĕшпе усă кураççĕ. Васкавлă пулăшăвăн больници тепĕр хут ковид-госпиталь пек ĕçлеме пуçланă. Стационарсенче сипленекен 2900 ытла çынран 95 проценчĕ прививка туман. Республикăра вакцина çителĕклĕ, анчах та халăх унпа усă курма васкамасть. Вакцинаци туни çак хăрушă чиртен сыхланмалли пĕртен-пĕр çул пулнине ăнланмаççĕ-ха. Тÿрĕ лини вăхăтĕнче çынсен ыйтăвĕсене хуравланă май Олег Николаев «Чăваш Республикин территорийĕнче халăхăн санитарипе эпидемиологи ăнăçлăхне сыхламалли мерăсем çинчен» Указне улшăнусем кĕртни çинчен каланă. Уйрăм хушу пуличчен урамсенче те халăха йышлă пуçтаракан культура, спорт, курав мероприятисем ирттерме чарнă. Регион Пуçлăхĕ пурне те коронавирусран асăрханас тĕлĕшпе прививкăсем тума тата сывлăха упрама ыйтнă.

АУ «Редакция Комсомольской районной газеты «Каçал ен» («Кошелеевский край»)



01 октября 2021
11:41
Поделиться