Комсомольский муниципальный округ

Сирĕн ĕçĕр йывăр,тарлă, çав вăхăтрах пархатарлă

Кĕр кунĕ хресчен çу каçа мĕнле ĕçленине пĕтĕмлетсе хак парать. Кĕр мăнтăрĕ савăнтарать те, пăшăрхантарать те, шухăшлаттарать те. Кăçалхи çул çĕр ĕçченĕсемшĕн çăмăлах килмерĕ. Ака-суха ĕçĕсем каярах юлса пуçланчĕç пулин те, хуçалăхсем мĕн акмалли-лартмаллине вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçларĕç. Çакна уй-хирсем ешĕл калчасемпе витĕнни туллин çирĕплетсе пачĕ. Кашниех вĕсенчен лайăх тухăç илме шанса тăчĕ.
Анчах та çу уйăхĕн вĕçĕнчен пуçласа август вĕçĕччен тăнă шăрăх çанталăк вĕсен шанăçне тÿрре кăларма чăрмантарчĕ. Кăнтăрла сывлăш температури 30_35 градус е ытларах та пулни калчасене типĕтсе ĕнтсе хăварчĕ. Тăпрари нÿрĕк шайĕ май _ август уйăхĕсенче 0_10 миллиметрпа çеç танлашни ÿсен-тăрана аталанма май памарĕ. Техникăлла культурăсем, сăмахран, рапс, горчица шăтаймарĕç те. Пĕрчĕллĕ тырăсем те ÿсеймерĕç, пучахĕсем кĕске, пĕрчисем вĕтĕ пулчĕç. Çакă тухăçа палăрмаллах чакарчĕ.
Районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем пурĕ 12620 гектар çинчен пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсем пуçтарса илчĕç. Вăтам тухăç кашни гектар пуçне 21 центнерпа çеç танлашрĕ. Ку пĕлтĕрхинчен чылай сахалрах. Кунсăр пуçне пĕрчĕсем вĕтĕ пулни лайăх вăрлăх хывса хăварас тĕлĕшпе те йывăрлăхсем кăларса тăратрĕ. Çакна каласа хăвармалла: чылай хуçалăх пусă çаврăнăшне пăхăнса ĕçлемест, агротехника саккунĕ- сене тĕпе хумасть. Ăçта ку енĕпе ытларах тимлĕх уйăраççĕ — унта кăçалхи типĕ çулшăн япăх мар тухăç илчĕç. «Слава картофелю» агрофирмăра, «Урожай» колхозра, «Асаново», «Луч», «Рассвет» ял хуçалăх предприятийĕсенче вăтам тухăç 24_25 центнерпа танлашни çакна çирĕплетет.
Пирĕн район, çĕр ĕç историне пăхсан та, яланах республикăра çĕрулмипе чи ăнăçлă ĕçлекенсен йышĕнче пулнă. Пысăк тухăç илсе унран аванах тупăш курнă. Юлашки çулсенче «иккĕмĕш çăкăр» лаптăкĕ çулсеренех чакса пырать. Кăçал ăна пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем 701 гектар çинче çитĕнтерчĕç. Тухăç та япăх мар пуçтарса илчĕç. Хальлĕхе çĕрулми кашни гектартан 230 центнер тухнă. «Слава картофелю» тата «Комсомольские овощи» агрофирмăсенче ку кăтарту 350 центнерпа танлашать. «Иккĕмĕш çăкăрăн» сутлăх хакĕ те палăрмаллах ÿсрĕ. Ăна туса илнĕ хуçалăхсем çĕрулмирен аванах тупăш илесси куçкĕретех. Кĕркунне çанталăк пăртак хăратрĕ пулин те, районти хуçалăхсем çĕрулмин 90 ытла процентне пуçтарса илнĕ ĕнтĕ.
Районта пахча çимĕç енĕпе темиçе хуçалăх çеç ĕçлет. Кăçал вĕсем пурĕ 26 гектар хĕрлĕ чĕкĕнтĕр, 24 гектар кишĕр, 5 гектар сухан, 15 гектар купăста çитĕнтернĕ. Вăтам тухăç та кăçалхи çулшăн япăх мар.
Тымарçимĕçсем пирки калаçнă май вĕсене шăварса тăни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çакна кăçалхи шăрăх çанталăк лайăх кăтартса пачĕ. Пирĕн районта шăварассине «Слава картофелю» тата «Комсомольские овощи» агрофирмăсенче, «Дружба» ЯХПК-ра, Самаринăн фермер хуçалăхĕнче йĕркелерĕç. Унта тухăç та чылай пысăкрах пулчĕ. Çавăнпа та районти ытти хуçалăхсен те ку ĕçе хăйсем патĕнче йĕркелесси çинчен шутламалла.
Кăçал икĕ хуçалăх, Минатуллинăн фермер хуçалăхĕ тата «Дружба» ЯХПК 540 гектар çинче хĕвелçаврăнăшĕ акса çитĕнтерчĕç. Ăна пуçтарас ĕç малалла пырать. Ку культурăн сутлăх хакĕ те пĕчĕкех мар, тухăçĕ те аван. Куккурус та кăçал аван. Ăна 932 гектар çинче çи- тĕнтернĕ, пуçтарса илсе тырă силосĕ тума янă.
Ял хуçалăхĕн тепĕр пысăк отраслĕ вăл — выльăх-чĕрлĕх. Районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем пурĕ 6059 тонна утă, 14689 тонна сенаж, 16169 тонна силос хатĕрленĕ. Нумай çул ÿсекен курăксене çитĕнме те шăрăх çанталăк чылай чăрмав кÿчĕ. Пĕрремĕш хут çулнă хыççăн продукци аванах тухрĕ. Ун хыççăн курăксем çÿ-ллĕ çитĕнеймерĕç. Çавăнпа та утă, сенаж пĕл- тĕрхинчен сахалрах янтăлайрăмăр. Выльăх- чĕрлĕхе хĕл каçарма иртнĕ çулхинчен сахалрах апат хатĕрлейрĕмĕр.
Районти ял хуçалăх предприятийĕсенче, колхозсемпе фермер хуçалăхĕсенче паянхи кун 7722 пуç мăйракаллă шултра выльăх, е пĕл- тĕрхинчен 3 процент ытларах. Вĕсенчен 2711-шĕ — сăвакан ĕнесем. Хуçалăхсем йывăрлăхсем пур пулин те выльăх-чĕрлĕх йышне ÿстерме тăрăшаççĕ. Сăвакан ĕнесен шутне «Рассвет» ЯХПК-ра, Миназетдиновăн, Шарафутдиновăн фермер хуçалăхĕсенче нумай пысăклатнă.
Сĕт хакĕ пурне те тивĕçтермест пулин те, çак продукци хуçалăхсене çулталăк тăрш- шĕпех укçа-тенкĕ парса тăракан тĕп çăлкуç пулса тăрать. Кăçалхи 9 уйăхра ăна пурĕ 112163 центнер туса илнĕ. Кашни ĕне вăтамран 4277 килограмм сĕт антарнă. Ку енĕпе «Асаново» ЯХПК кăтартăвĕ уйрăмах пысăк. Унта кашни ĕнерен вăтамран 6 пин килограмм ытла сĕт суса илнĕ. Ку кăтарту «Рассвет» ЯХПК-ра тата «Родина» ОООра 5 пин килограмм урлă каçнă.
Аш-какай районĕпе 10242 центнер туса илнĕ. Ку енĕпе «Восток», «Луч», «Рассвет» ЯХПКсем, «Урожай» колхоз, «Дубовка» ООО, Хайртдиновăн фермер хуçалăхĕ пĕлтĕрхинчен лайăхрах ĕçленине палăртмалла.
Пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем машинăпа техника паркне те çĕнетсе пыма тăрăшаççĕ. Ку енĕпе патшалăхăн ятарлă программи пысăк пулăшу парать. Пĕр-пĕр техника туянсан унăн хакĕн 60 процентне хуçалăхăн хăйĕн тÿлемелле, 40 процентне субсиди параççĕ. Юлашки вăхăтра çеç «Дружба», «Труд», «Восток», «Рассвет» ЯХПКсем, «Дубовка» ООО, «Кызыл сабанча», Михайловăн, Котоманăн, Самаринăн фермер хуçалăхĕсем тĕрлĕ маркăллă хăватлă тракторсем туянчĕç. Унсăр пуçне комбайнсем туянакансем, кăкарса тата хăйсем тĕллĕн ĕçлекен ытти агрегатсем илекенсем те чылай пулнă. Хуçалăхсем çĕнĕ техникăллă пулни савăнтарать. Апла пулсан вĕсем малашлăха шанса ĕçлеççĕ, аталану çулĕпе пырасшăн.
Ял хуçалăх производствине аталантарас тесен çĕнĕ хуралтăсем çĕклемесĕр май килмест. Эпĕ пĕчĕккисем çинче чарăнса тăрасшăн мар. Акă, «Слава картофелю» агрофирмăра 9600 тонна çĕрулми вырнаçтармалăх хранилище тăваççĕ. 4200 тоннине çуса, типĕтсе, ятарлă хутаçсене хурса сутлăха ăсатма пуçлĕç. Р.М.Шарафутдинов предприниматель 200 пуç вырнаçмалăх ферма хăпартса хута ярасшăн.
Уй-хирсенчен мĕн çитĕнтернине пуçтарса кĕртнĕпе пĕрех. Анчах та унта ĕç шавĕ лăпланмасть-ха. Патшалăх программипе йÿçек çĕрсене извеç çăнăхĕ сапаççĕ. Ку ĕçе «Родина» ООО-ра 50 гектар çинче пурнăçламалла. «Рассвет» ЯХПК-ра 130 гектар, «Дружба» ЯХПК-ра 140 гектар çине хире фосфор çăнăхĕ кăлармалла. Çак ĕçсене тунăшăн 90—80 процентне федераллă тата республика бюдже- тĕнчен саплаштараççĕ. Кĕрхи çĕртме тăвас ĕç те чарăнса тăмасть. Хальлĕхе ку ĕçе 8 пин ытла гектар çинче пурнăçланă.
Кĕркунне 3503 гектар çине кĕр тыррисем акса хăварнă. Çак культурăсем кирек хăш çул та, лайăх хĕл каçсан, пысăк тухăçпа савăнтараççĕ. Каларăм ĕнтĕ, кунта та пусă çаврăнă- шĕпе пĕлсе усă курмалла. Унпа ĕçлекенсене çĕр пысăк тухăçпа савăнтарĕ.

А.Селиванов, район администрацийĕн ял хуçалăх, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен уйрăмĕн начальникĕ

АУ «Редакция Комсомольской районной газеты «Каçал ен» («Кошелеевский край»)



08 октября 2021
16:15
Поделиться