Пĕрле кар тăрсан çеç чире çĕнтерĕпĕр
Коронавирус енĕпе республикăри пекех пирĕн районта та лару-тăру йывăр. Чирлекенсене кашни талăкрах тупса палăртаççĕ. Çак хăрушă чиртен сыхланмалли чи шанчăклă мел — вакцина туни. Çак шухăша тепĕр хутчен палăртрĕç район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Н.Осипов тата район больницин тĕп врачĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан И.И.Ефремова район çыннисемпе йĕркеленĕ «тÿрĕ линире». «Тÿрĕ лини» октябрĕн 7-мĕшĕнче «Инстаграмм» социаллă сетьре иртрĕ.
Район çыннисенчен чылайăшне коронавирус чирĕ интереслентерет, хăратать те. Çавăнпах пулĕ ыйтусем паракансем те чылайăн пулчĕç, вĕсем çине тулли хуравсем илчĕç.
Паянхи кун районти 22 çын республикăри больницăсенче сипленет, вĕсенчен иккĕшĕ уйрăмах йывăр чирлĕ. Районта çулталăк пуçланнăранпа коронавируспа 3500 çын чирленĕ, вĕсенчен чылайăшне вăхăтра сиплесе ура çине тăратнă. Вирус уйрăмах 50—60 çул урлă каçнисене, нумай вăхăта тăсăлнă чирпе чирлекенсене хăвăрт лекет. Чĕре тата унăн сосучĕсен чирĕсемпе, сахăр диабечĕпе, гипертонипе, ÿпке чирĕсемпе аптракансемшĕн уйрăмах хăрушă. Çавăн пекех вирус сывă çынна лексен те кĕске вăхăтрах ураран ÿкерет. Çавăнпа та паянхи кун чиртен сыхланас тĕлĕшпе чи шанчăкли вакцинациленни пулнине çирĕппĕнех палăртрĕç. Уйрăмах халăхпа тачă çыхăну тытакан сферăра ĕçлекенсемшĕн çакă пĕлтерĕшлĕ. Вĕсем хăйсем чирленипе пĕрлех чире сарма та пултараççĕ. Суту-илÿ тата обществăлла апатлану, культура, вĕрентÿ, сывлăха сыхлас отрасльсенче ĕçлекенсен 90—100 процентне вакцинацилесен çеç вăл сферăсенче лару-тăру лайăхланĕ. Районта ĕçлесе пурăнакан коллективсенче тăрăшакансен 60 проценчĕ прививка тутарсан хăрушă чир сарăлассине вăйсăрлатма май пулĕ. Çак шухăшсем пулчĕç «тÿрĕ лини» вăхăтĕнче.
Районта кăмăл пуррисене пурне те прививка тума хатĕр. Ку енĕпе вакцина çителĕклĕ. Районти тĕп больницăн инфекци уйрăмĕн 1-мĕш хутĕнче 6-мĕш кабинетра кашни кунах ирхине 8 сехетрен пуçласа каçхи 20 сехетчен медиксем халăха кĕтеççĕ. Кунсăр пуçне ялсенчи ФАПсене, предприяти-организацисене мобильлĕ 2 ушкăн кашни кун çула тухма хатĕр.
Çынсем йышлă пулакан вырăнсенче маска тăхăнассине, пĕр-пĕринчен 1,5—2 метр айккинче пулмаллине, вирусран сыхланса ятарлă шĕвексемпе усă курмаллине тата ытти мерăсене никам та пăрахăçламан. Чирлекенсем йышланни чиртен сыхланас мерăсене татах та хытарма хистет.
«Тÿрĕ лини» вăхăтĕнче чирлисене эмелсемпе тÿлевсĕр тивĕçтересси, вĕсене сывă мар çынсем патне илсе çитересси, суту-илÿ, обществăлла апатлану точкисенчи чарусем тата ытти нумай ыйтусем çине хурав тупрĕç район çыннисем. Пĕрле кар тăрса кĕрешсен çеç çак чире хирĕç тăма пултаратпăр, кашни çыннăн хăйĕн çинчен шутланипе пĕрлех тăванĕсен, çывăх çыннисен, пĕрле ĕçлекенсен сывлăхĕ çинчен те манмалла мар. Пурте вакцинăлансан çеç çак чир пирĕнтен хăпĕ. Çакăн пек тĕп шухăш палăртрĕç «тÿрĕ линире» ыйтусем çине хуравлакансем.
Ю.Гаврилов хатĕрленĕ
АУ «Редакция Комсомольской районной газеты «Каçал ен» («Кошелеевский край»)