Хуçалăхсене хĕл сивви хăратмĕ
Малтанах Р.М.Шарафутдинов фермер патне çитрĕмĕр. Радиф Мингазиевич кăçал 200 пуç ĕне выр- наçмалăх ферма тăвать. Кăшкарне хăпартса витсе хунă, халĕ шалти ĕçсене пурнăçлаççĕ. Çĕнĕ çулччен витене хута ярасшăн. Ку ферма паянхи кун ыйтăвне тивĕçтермелли шайра пулмалла. Унти пур ĕçе те механизацилемелле. Пурăна киле компьютеризацилес енĕпе те ĕçлесшĕн. Ф.Г.Хайртдиновăн фермер хуçалăхĕнчи выльăх-чĕрлĕх тытмалли витесем те хĕле кĕтсе илме хатĕр.
«Искра» колхоз районта выльăх-чĕрлĕх отраслĕ енĕпе ăнăçлă ĕçлекен хуçалăх. Кунти выльăхсене те шартлама сивĕсем хăратмĕç. «Родина» ООО-ра та витесене шуратса дезинфекциленĕ, юсав ĕçĕсем ирттернĕ. «Слава» ял хуçалăх кооперативĕн икĕ ферма. Унти витесем кивĕ пулин те специалистсем выльăх- чĕрлĕх ăнăçлă хĕл каçасса шанаççĕ. Выльăх апачĕ çителĕклĕ хатĕрленĕ. Кунта кăçал аркăллă вите çĕклесе лартнă. Кăçаллăха хута яма вăй çитерейменнипе унта утă рулонĕсене упрама хунă.
«Асаново» ял хуçалăх предприятийĕн председателĕ А.Н.Бахтеров каланă тăрăх выльăх-чĕрлĕхрен продукци илесси çине хĕл кунĕсенче те пысăк тимлĕх уйăрĕç. Çакна пурнăçлама пур условисем те пур. Кунта витесене чăннипех те тĕплĕн хатĕрленĕ. Ертÿçĕ выльăх-чĕрлĕх отраслĕ çине пысăк тимлĕх уйăрнине палăртмалла.
«Восток» ЯХПКри выльăх-чĕрлĕхе те сивĕсем хăратмĕç. Яланхи пекех кунта хĕллехи тапхăра ăнăçлă хатĕрленнĕ. Хуçалăх 500 тонна яхăн утă, 400 тонна яхăн сенаж, 1727 тонна силос хатĕрленĕ. Утă упрамалли пысăк хÿтлĕх тунă.
«Пайгас» хуçалăхра вара выльăх-чĕрлĕх отрас- лĕнчи лару-тăру çăмăлах мар. Витесем кивелсе çитнĕ. Районти ăнăçлă ĕçлекен хуçалăхсен фермисемпе танлаштарсан çĕрпе пĕлĕт пекех. Председателĕн ĕмĕтĕнче çĕнĕ вите тăвасси пур-ха. Патшалăх пулăшăвĕн программине лексен, тен, вăй çитерĕç те. Паянхи кунхи условисенче унта пысăк продуктивлăх пирки калаçма йывăр.
Эпĕ хамăр пулса курнă хуçалăхсем пирки кĕскен анчах чарăнса тăтăм. Чи кирли — пур çĕрте те малашне те выльăх-чĕрлĕхпе ĕçлесшĕн. Çак отрасль паянхи кун хуçалăхсене çулталăк тăршшĕпе укçа-тенкĕ парса тăраканни пулнă май, продуктивлăха пысăклатмалли çул-йĕр шыраççĕ. Пĕтĕм хуçалăхсенче тенĕ пекех хире тислĕк кăларас ĕçсем пыратчĕç. Ферма сĕт, аш-какай панисĕр пуçне çĕр пулăхлăхне ÿстерме пулăшакан паха удобренипе — тислĕкпе тивĕçтерекен çăлкуç та. Кăçалхи çул шăрăх çанталăка пула уй-хир культурисем тухăçпах савăнтармарĕç. Çавăнпа та выльăх апачĕ ха- тĕрлес енĕпе йывăрлăхсем сиксе тухрĕç. Апла пулин те, эпир çитсе курнă хуçалăхсен ертÿçисем хĕл каçма апат çителĕклĕ пулнине çирĕплетрĕç. Хĕн пулнă пулсан та утă, улăм куписем чылай, сенаж, силос шăтăкĕсем тулли, хăш-пĕр тĕлте выльăх-чĕрлĕх апатне лайăх упранма пленкăсемпе те витсе хунă. Пĕтĕмĕшле илсен, асăннă хуçалăхсене хĕл сивви хăратмĕ тесе калама пулать.
Районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче те, хресченпе фермер хуçалăхĕсенче те ветеринари ĕçченĕсем çитменни палăрать. Ку чăннипех те чылай çĕрте выльăхсен сывлăхне сыхлас тата вĕсене чир-чĕртен хÿтĕлесси çине витĕм кÿме пултарать.
Çак кунсенче комисси ытти хуçалăхсене те çитсе курĕ.
Ю.Гаврилов
АУ «Редакция Комсомольской районной газеты «Каçал ен» («Кошелеевский край»)