Сирĕн сывлăхăр — хăвăр алăрах
Сирĕн районта та коронавирус енĕпе лару-тăру кăткăс. Чирлисем çав-çавах йышлă, вилекенсем те пур. Хăрушă чиртен сыхланас тĕлĕшпе вакцинаци тăвасси малалла пырать. Çак кунсенче район больницин тĕп инфекционисчĕпе Н.Н.Михайловăпа курса калаçрăм, хăш-пĕр ыйтусем çине хуравлама ыйтрăм.
— Надежда Николаевна, районта прививка тăвасси мĕнле пырать;
— Правительство çак чир татах та вăйлăрах ан сарăлтăр, çынсене пурнăçран вăхăтсăр ан уйăртăр тесе çине-çине тĕрлĕ мерăсем йышăнать. Вĕсем пĕри те предприяти-организацисене, çынсене сиен тăвас шутлă мар.Ирĕк- сĕртен, чир малалла та халăх сывлăхне хур ан кăтарттăр тесе кăларнă мерăсем. Чарусем вăя кĕнĕçемĕн больницăн инфекци уйрăмĕнчи прививка кабинетне юлашки кунсенче вакцинăланма килекенсен йышĕ нумайланчĕ. Пĕрремĕш хут прививка тăвакансем кунне 60 çынран, иккĕмĕш хут килекенсем 20 çынран кая мар пулаççĕ. Кунсăр пуçне 6 уйăх иртнĕ хыççăн ревакцинаци тума çитекеннисем те пур. Халăх йышлă. Прививка тума пуçланăранпах çапла пулнă пулсан халиччен чылай çын чиртен сыхланма пултарĕччĕ. Çуллахи вăхăтра прививка тăвас текенсем питĕ сахал пулчĕç.
Медицина ĕçченĕсем пурне те ирхине 8 сехетрен пуçласа каçхи 20 сехетчен йышăнаççĕ. Апат вăхăтне тата кану кунĕсене пăхмасăрах халăха пулăшу пама хатĕр вĕсем.
— Халăх хушшинче тĕрлĕ сас-хура çÿрет: «çынсене пĕтересшĕн», «прививка сиенлĕ», «вакцинациленсен чир тата хăрушăрах пулать»…
— Ун пек калаçнисем пирĕн пата çитеççĕ. Интернетра та темĕн те çыраççĕ. Хăвăрах шутласа пăхăр-ха. Вĕсем сирĕн çывăх çыннăрсем–и, медицина ĕçченĕсем–и; Чăннипех те, çак çынсен тĕллевĕ сире ырă сунасси-и; Вĕсем тен, чиртен сыхланмалли урăх тата лайăхрах меслет пĕлеççĕ; Чирлесе ÿксессĕн эпир тÿрех медицина ĕçченĕсенчен пулăшу ыйтатпăр. Правительство вакцинаци çине нумай-нумай укçа хывни халăха хирĕç кайни пулать-и; Такамсен канашĕсене, «сарафан радиовне» итличчен коронавируспа чирлесе сывалнă çынсене тăнлăр. Çак чир мĕн тери хăрушă пулнине çакна хăйсем чăтса ирттернисем, çывăх çыннисене çухатнисем çеç лайăх пĕлеççĕ. «Чир манран айккинчен иртĕ» тесе лăпланма кирлĕ мар. Пĕлетпĕр ĕнтĕ, коронавирус ахаль çынна та, пуçлăха та пăхса тăмасть. Унăн «çави» пĕр шелсĕр.Çапла, вакцинациленнĕ çынсем хушшинче та чирленĕ тĕслĕхсем пур. Кашни организм хăйнеевĕрлĕ. Пĕрисен чир-чĕре хирĕç тăрасси вăйлăрах, теприсен, уйрăмах урăх чирсемпе аптăракансен, вăл начартарах. Анчах та прививка тунă çын чирлесен те ăна ансатрах ирттерсе ярать. Организмра коронавируспа кĕрешме пултаракан вăй хутшăнать.
— Эпир мероприятисем йĕркелеме чармалли çулпа мар, вирус малалла сарăласран сыхланмалли, хушма мерăсем йышăнса хăрушсăрлăха тивĕçтермелли çулпа утатпăр, — тенĕ тутникунсерен йĕркелекен иртнĕ планеркăра республика Пуçлăхĕ О.Николаев.
— Чарусем чарусемпе те. Вĕсем паянхи лару-тăрура питех те кирлĕ. Анчах та халăхăн хăйĕн те вакцинациленни çак хăрушă чирпе пурте пĕрле кĕрешмелли чи кирлĕ меслет пулнине халиччен ăнланса илме вăхăт. . Хамăр пĕлекен, юнашар пурăннă миçе çынна вăхăтсăр пурнăçран уйăрчĕ. Енчен те малашне те лару-тăру улшăнмасан тата мĕн пулĕ; Чир лексен «чавса çывăх та çыртаймăн» тенĕшкел пулса тухма пултарать. Эпĕ хам, çемье те вакцинаци тума пуçласассăнах прививка турăмăр. Хамăра лайăх туятпăр. Районта пурăнакансен 70-80 проценчĕ çак утăма тусан çеç эпир чире малалла та вăйлă сарăлассинчен чарма пултарăпăр. Ку ĕç пирĕн çĕршывра çеç мар, ытти патшалăхсенче те пырать. Телевидени, радио, хаçат-журнал урлă пĕлетпĕр ĕнтĕ, ку енĕпе ăнăçлă ĕçлекеннисем те пур. Израильте халăхăн 80 проценчĕ, Монако çĕршывĕнче 100 проценчĕпех прививка тунă. Çавăнпа та вĕсенче хăш-пĕр чарусене пăрахăçланă. Хамăр ирĕклĕн, чир-чĕртен хăрамасăр пурăнасси хамăртанах килет.
— Калаçăшăн тавах. Район çыннисене юлашкинчен мĕн калăнă пулăттăр;
— Манăн пĕр сăмах — коронавирусран вакцинациленме ан хăрăр. Сирĕн сывлăхăр — хăвăр аллăрта.
Ю.Михайлов
АУ «Редакция Комсомольской районной газеты «Каçал ен» («Кошелеевский край»)