Комсомольский муниципальный округ

Çамрăк салтаксем çара кайма хатĕр

Раççейре çулсерен октябрĕн 1-мĕшĕнче кĕрхи призыв кампанийĕ вăй илет— çар комиссариачĕсем каччăсене çар службине яраççĕ. Асăннă кунран пуçласа декабрĕн 31-мĕшĕччен военкоматсем 18 çул тултарнă тата çар службинче пулман 27 çула çитмен çамрăк çынсене медицина тĕрĕслевĕ тата призыв комиссийĕ витĕр тухма чĕнсе повесткăсем ярса параççĕ.
Вăтам, ятарлă вăтам тата аслă вĕренÿ учрежденийĕсене вĕренсе пĕтернĕ каччăсем медицина ĕçченĕсен тĕрĕслевĕ хыççăн çара кайма юрăхлă пулни çинчен калакан пĕтĕмлетĕве илеççĕ. Çак документра гражданинăн сывлăх категорине тĕпе хурса хăш çарта службăра тăма пултарнине те палăртаççĕ.
Октябрĕн 18-мĕшĕнче Елчĕк тата Комсомольски районĕсен çар комиссариатĕнче призыв комисси канашласа 20 каччăна çар службине илсе каясси çинчен татăклă йышăну турĕ. Çамрăксем салтак атти тăхăнма хатĕр. Вĕсенчен 2-шĕн алăра водитель удостоверенийĕ пур. Призывниксенчен ытларахăшĕ сывлăш десант çарĕнче службăра пуласшăн. Кĕрхи призывпа Елчĕк районĕн 15 каччи салтака каять, районтан — 20 çамрăк.
Коронавирус анлă сарăлнине шута илсе çарта инфекци сарăласран уйрăм режим йышăннă, призыв кампанийĕн тапхăрĕнче те профилактика мерисене çирĕп пăхăнаççĕ.
С.Ефимова

АУ «Редакция Комсомольской районной газеты «Каçал ен» («Кошелеевский край»)



22 октября 2021
14:18
Поделиться
;