Комсомольский муниципальный округ

Апатланăва кирлĕ пек йĕркелемелле

Çитĕнекен организм лайăх аталантăр тесен тĕрĕс апатлану çине пысăк тимлĕх уйăрмалла. Çакна тĕпе хурса районти шкулсенче ачасен апатланăвне пур требованисене те тивĕçтермелле йĕркелеме тăрăшаççĕ, шкул ертÿлĕхĕ, ашшĕ-амăшĕсен комитечĕ вĕренекенсем мĕнпе апатланнине сăнасах тăраççĕ. Район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн специалисчĕсем те нумаях пулмасть Хырай Ĕнел, Комсомольски 1-мĕш вăтам тата Александровка тĕп шкулĕсене çитсе столовăйсене тĕрĕсленĕ.
Районти шкулсенче ăс пухакан 1—4-мĕш классен ачисем патшалăх программипе килĕшÿллĕн тÿлевсĕр апатланаççĕ. Федераци бюджетĕнчен çакна валли кашни кун 55,20 тенкĕ уйăраççĕ. Çак хака тĕпе хурса кĕçĕннисене валли ятарлă меню хатĕрлеççĕ. Пĕлтĕр районĕпе пĕр меню пулнă пулсан, кăçалхи вĕренÿ çулĕнче кашни шкулта вăл урăх пулма пултарать. 10 кунлăх менюна çирĕплетсе вĕренÿ учрежденийĕн сайчĕ çине те вырнаçтармалла. Çакă ашшĕ-амăшĕсене те унпа паллашма май парать.
5—11-мĕш классенче вĕренекенсене валли ашшĕ-амăшĕ укçа пуçтарать. Çак суммăна кашни шкулта вĕренÿ учрежденийĕн ертÿлĕхĕпе ашшĕ-амăшĕсен комитечĕ сÿтсе явса палăртнă. Ку классенче ăс пухакансем хушшинче те тÿлевсĕр апатланакансем пур. Çапла, нумай ачаллă сахал тупăшлă çемьесенчи вĕренекенсем валли регион бюджетĕнчен кунсерен 81,55 тенкĕ уйăраççĕ. Паянхи кун районĕпе пурĕ 55 ача çакăн пек майпа апатланать. Кирлĕ справкăсене пуçтарса паракансем пулсан вĕсен шучĕ тата та ÿсме пултарать. Çавăн пекех районти шкулсенче сывлăх енчен çитменлĕхсемлĕ 51 вĕренекен, ăнăçсăр çемьесенче çитĕнекен 20 ача тÿлевсĕр апатланаççĕ.
— Тĕрĕслев вăхăтĕнче эпир апат пахалăхĕ, тĕрлĕ çимĕçсене мĕнле упрани, санитари нормисене пăхăнни, журналсене тултарса пыни тата ытти çине те тимлĕх уйăратпăр. Пĕтĕмĕшле илсен, тĕрĕсленĕ шкулсен столовăйĕсенче ĕçе требованисене пăхăнса йĕркеленĕ. Хăш-пĕр енсемпе çеç асăрхаттарусем турăмăр. Çывăх вăхăтра ытти шкулсене те çитме планлатпăр, — пĕтĕмлетрĕ район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Валерий Голыев.
Н.Калашникова

АУ «Редакция Комсомольской районной газеты «Каçал ен» («Кошелеевский край»)



22 октября 2021
14:16
Поделиться
;