Комсомольский муниципальный округ

Малалла аталанма çăмăл мар

Районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçе вĕçленĕ. Халĕ вĕсен мĕн пур апатпа тухăçлă усă курса выльăхсене ăнăçлă хĕл каçарас енĕпе тимлемелле. Витесен чÿречисенчен, алăкĕсенчен сивĕ ан кĕтĕр, çивиттисем шанчăклă пулччăр тесе тăрăшмалла. Шыв пăрăхĕсене, валашкасене, урайсене çĕнетсе юсамалла. Пĕр сăмахпа каласан, выльăхсене тăма та, çынсене ĕçлеме те кирлĕ условисем туса памалла. Эпир маларах çитсе курнă хуçалăхсенче çак тĕлĕшпе палăрмаллах ĕçсем туса ирттерни курăнчĕ.
Хальхинче район администрацийĕн ял хуçалăх, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен уйрăмĕн начальникĕн çумĕ Р.Басников, К.Гимальдинов специалист-эксперт малтанах «Сюрбеево» ООО фермине çитсе курчĕç. Витесем аван, шалта таса. Стенасене шуратнă пулсан татах та илемлĕрех те хăтлăрах курăннă пулĕччĕç. Выльăхсене хальлĕхе витесене кĕртменччĕ-ха. Комисси ферма территорийĕнчи тимĕр-тăмăра пĕр тĕле купаласа хурсан, кивĕ хăмасемпе йывăç таткисене пуçтарсан кунта тата тирпейлĕрех пулассине палăртрĕ.
Чăн-чăн хуçа пурри Атласкинăн фермер хуçалăхĕ патне çывхарсанах курăнчĕ. Ферма йĕри-тавра карта тытса çавăрнă. Шалалла иртсен те кунта кашни япала хăй вырăнĕнче пулни палăрать. Витесене кĕрсен те вĕсенче тирпейлĕх хуçаланать. Çивиттисене касса шăтăксем туни, вĕсене поликарбонатпа хуплани электроэнергие нумай перекетлеме май парать. Витесенче кăнтăрла электричество çутнă пекех çутă. Выльăхсене апата вĕтетсе хатĕрлекен миксерпа валеçсе параççĕ. Кунта чăннипех те выльăхсемшĕн те, ĕçлекенсемшĕн те тăрăшни палăрать. Мухтани ытларах та пулчĕ пулĕ те, анчах та Григорий Васильевич чăннипех те çакна тивĕç. Фермăсен продуктивлăхĕ унта мĕнле условисем пулнинчен нумай килет.
«Дубовка» ООО-ра та ферма хĕле хатĕр. Эпир пынă чухне Д.Батманов, А.Никитин, И.Еремеев механизаторсем, В.Никифоров ферма ĕçченĕ /1-мĕш страницăри сăнÿкерчĕкре/ выльăх апачĕ хатĕрленĕ çĕрте тăрăшатчĕç. Витесене шуратса дезинфекциленĕ, юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ, пур çĕрте те тирпейлĕ. Апата кунта та вĕ- тетсе хатĕрлекен ятарлă техникăпа параççĕ. Пĕтĕмĕшле илсен мĕн калама пулать-ха; Выльăх-чĕрлĕх усрама çиелтен пăхсан ансат пек. Вите пултăр та, апат хатĕрле. Чăннипе вара пирĕн фермăсене паянхи кун ĕçлеме çăмăл мар. Апат хатĕрленисĕр, витесене юсанисĕр пуçне выльăх-чĕрлĕх чирĕсене те хирĕç тăмалла, тислĕкне те кăлармалла, оборудование те юсамалла, шывпа та тивĕçтермелле, çăнăхне те авăртмалла…Вĕсем пурте ĕç вăйĕпе, укçа-тенкĕпе çыхăннă. Çунтармалли-сĕрмелли материалсем, электроэнерги, строительство материалĕсем тăтăшах хакланса пыраççĕ, выльăх-чĕрлĕх продукцийĕн сутлăх хакĕ пĕр вырăнтах тăрать. Фермăсене çитсе курнă май чылай ертÿçĕ ку отрасльпе татах та ăнăçлăрах ĕçлес тĕллевлĕ. Хальлĕхе чылай çĕрте малалла аталанма вăй çитереймеççĕ-ха.
Ю.МИХАЙЛОВ

АУ «Редакция Комсомольской районной газеты «Каçал ен» («Кошелеевский край»)



22 октября 2021
14:21
Поделиться
;