Республикăра та, çĕршывра та лару-тăру çивĕч
Октябрĕн 20-мĕшĕнче районта коронавирус инфекцийĕ сарăлассинчен асăрхаттарас енĕпе ĕçлекен оперативлă штабăн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Ун вăхăтĕнче тĕрлĕ ял тăрăхĕсенчи коронавирус чирĕпе çыхăннă лару-тăрăва тишкернĕ, вакцинаци çине пысăк тимлĕх уйăрнă.
Районти тĕп больницăран пĕлтернĕ тăрăх, ковидпа чирлекенсен шучĕ кунран-кун ÿссе пырать. Юлашки эрнере çеç чир ертнĕ 24 çынна шута илнĕ. Вĕсен сывлăхне медицина ĕçченĕсем сăнаса тăраççĕ. Коронавирус ертес мар тесен обществăлла вырăнсене тухнă чухне маска тăхăнма, алăсене дезинфекцилекен шĕвексемпе тасатма манмалла мар. Çавăн пекех вакцинаци витĕр тухни те пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Паянхи куна районта коронавируса хирĕç кĕрешекен вакцина çителĕклĕ. Хальлĕхе унăн пĕрремĕш компоненчĕпе планпа палăртнă шутран 67 процентне вакцинациленĕ. 60 çултан аслăраххисем хушшинче ку кăтарту 41,5 процентпа танлашать. Хăвăрăн тата çывăх çыннăрсен сывлăхне хăрушлăха лектерес мар тесен кайрана хăвармасăр прививка тăвакан пункта çитме сĕнетпĕр. Аса илтеретпĕр, прививка туман хăш-пĕр сферăсенче тăрăшакан ĕçченсене ноябрь уйăхĕнчен пуçласа вăхăтлăха ĕçрен хăтарĕç е инçет мелпе ĕçлесси çине куçарĕç.
Эпидеми лару-тăрăвĕ пирĕн районта çеç мар, республикăра та, çĕршывра та çивĕч. Çавна май Чă- ваш Енре шкул ачисен кĕрхи каникулне тăсма йышăннă. Вĕренекенсем октябрĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 7-мĕшĕччен канĕç. Çак сăлтава пулах РФ Президенчĕ Владимир Путин октябрĕн 30-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 7-мĕшĕччен ĕçлемелле мар кунсем тума йышăннă. Çав вăхăтрах чир вăйлă сарăлса пыракан регионсем ĕçлемелле мар тапхăра тата та тăсма пултараççĕ. Ку вăхăта çынсен май пулнă таран килтен тухмасăр, йышлăн хутшăнмасăр ирттермелле. Çакă çĕршыври эпидемиологи лару-тăрăвĕ çине лайăх витĕм кÿме тивĕç.
АУ «Редакция Комсомольской районной газеты «Каçал ен» («Кошелеевский край»)