Комсомольский муниципальный округ

Халăха пысăк пахалăхлă продукципе тивĕçтереççĕ

Хатĕр продукцие виçĕ литрлă ятарлă Bag-in-box курупкасене тата 0,2_0,75 литрлă савăтсене тултараççĕ. Сăмах май каласан, çакăн пек Bag-in-box курупкасене тултарнă тÿррĕн юхтаракан панулми сĕткенĕн пĕрремĕш партийĕ 2017 çулхи сентябрь уйăхĕнчех тухнă. Çак инвестици проекчĕ 13 миллион тенкĕ тăнă, ăна предприяти хăйĕн укçа-тенкипе усă курса пурнăçа кĕртнĕ.
— Çакăн пек производство Чăваш Енре те, Атăлçи федераллă округра та урăх çук. Эпир çеç çак мелпе усă курса сĕткенсем туса кăларатпăр. Пан улмие тата ытти чĕр тавара вырăнти хуçалăхсенчен туянатпăр. Хатĕр продукцие хамăрăн республикăра çеç мар сутатпăр, Тутарстан Республикинчи, Чĕмпĕр тата Саратов облаçĕсенчи лавккасене те ăсататпăр. Пирĕн сĕткенсемпе нектарсене халăх кăмăлласах туянать, — пĕлтерчĕ предприяти ертÿçи Альбина Краснова.
Продукци чăннипех те тутлă пулнине, çынсен кăмăлне кайнине тĕрлĕ курав-конкурссенче мала тухни те çирĕплетет. Акă, 2019 çулта «Кооператорсен» тÿррĕн юхтаракан пан улми сĕткенĕ пĕтĕм Раççейри «Чи лайăх 100 тавар» конкурсра — лауреат, пан улми нектарĕ — дипломант пулса тăнă. 2020 çулта пан улмипе кишĕр нектарĕ çак конкурсра Диплома тивĕçнĕ. Кăçал та нумаях пулмасть иртнĕ Раççейри 23-мĕш «Ылтăн кĕркунне» агропромышленноç куравĕнче тÿррĕн юхтаракан пан улми сĕткенĕпе «Пан улмипе пахча çимĕç миксĕ» нектар ылтăн медальсене тата Дипломсене тивĕçнĕ. «Шорли» газлă шыва кĕмĕл медальпе тата Дипломпа чысланă.
Çавăн пекех «Кооператорсем» октябрĕн 11—13-мĕшĕсенче Пермь хулинче иртнĕ Пĕтĕм Раççейри «Туризм сувенирĕ» конкурсăн Атăлçи округĕнчи тапхăрĕн финалне те хутшăннă. Унта Атăлçири 12 регионтан 453 издели тупăшнă. «Кооператор» ООО туса кăларакан пан улми сĕткенне унта та пысăк хак панă, дипломпа чысланă.
— Çитĕнÿсем, паллах, савăнтараççĕ, малалла та çанă тавăрса тăрăшма хавхалантараççĕ. Пирĕншĕн чи пĕлтерĕшли — халăха тутлă, пысăк пахалăхлă, çав вăхăтрах экологи енчен таса продукципе тивĕçтересси. Çакна тĕпе хурса ĕçлетпĕр те, — пĕтĕмлетрĕ Альбина Владимировна.
Н.КАЛАШНИКОВА

АУ «Редакция Комсомольской районной газеты «Каçал ен» («Кошелеевский край»)



26 октября 2021
11:21
Поделиться
;