Комсомольский муниципальный округ

Прививка тутарни — чи шанчăклă мел

Районта коронавируспа чирлекенсен шучĕ чакмасть. Профилактика мерисене кунран-кун çивĕчлетме тивет. Мобильлĕ ушкăнсем кашни кунах рейда тухаççĕ, çынсене профилактика мерисене çирĕп пăхăнма ыйтаççĕ, ĕçпе тивĕçтерекенсене йĕркене пăхăнма сĕнеççĕ, апатлану вырăнĕсене, музейсемпе библиотекăсене QR-кодпа усă курса çеç çынсене кĕртмелле, саккуна пăхăнманнисене явап тытараççĕ.
Çак йĕркесене пĕтĕмпех чир-чĕртен сыхланас тĕлĕшпе йышăнаççĕ.
Районта пурăнакансем юлашки вăхăтра чир çав тери хăрушă пулнине туйса илме пуçларĕç пулмалла. Районти тĕп больницăра вакцинаци тăвас текенсем чылайăн. Процедура пÿлĕмĕ çынсене каçхи 20 сехетченех йышăнать. Паянхи куна 8047 çын вакцинациленнĕ. Районти тĕп больницăран пĕлтернĕ тăрăх, вакцина çителĕклĕ кÿрсе килнĕ.

АУ «Редакция Комсомольской районной газеты «Каçал ен» («Кошелеевский край»)



26 октября 2021
11:17
Поделиться
;