Комсомольский муниципальный округ

«Пушкин карттипе» спектакль курчĕç

Кăçал Пĕтĕм Раççейри «Пушкин картти» наци проекчĕ ĕçлеме пуçларĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ — çĕршывра пурăнакан мĕнпур çамрăксене вĕсен социаллă лару-тăрăвне пăхмасăр культура тата наци пуянлăхĕсемпе çыхăннă объектсемпе паллашма пĕр пек майсем туса парасси. Çак программăпа усă курса çамрăксем ытларах культура мероприятийĕсене çÿреме пултараççĕ.
«Пушкин картти» программа ĕçлеме пуçланăранпа уйăх ытларах çеç иртрĕ пулсан та, районта пурăнакансем те унпа усă курма ĕлкĕрчĕç. Октябрĕн 20-мĕшĕнче районти культура çуртĕнче Чăваш академи драма театрĕн артисчĕсем «Ан пăрахсам мана» спектакль лартрĕç. Комсомольскинчи вăтам шкулсенче ăс пухакан ачасем ăна курма шăпах «Пушкин карттипе» усă курса билет туянчĕç. Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнчен, сăмахран, 19 вĕренекен спектакль кайса курчĕ. Пурĕ вара шкулĕпе 43 ачан çак картта пур, унсăр пуçне тата 11 вĕренекен ăна илме заявка панă. Çакна патшалăх пулăшăвĕсен Пĕрлехи порталĕ урлă тума пулать. Культура мероприятийĕсене кĕме ирĕк паракан карттăна 14—22 çулхи кашни çамрăках илме пултарать.
Кăçал кашни картта çине патшалăх 3-шер пин тенкĕ хурса панă. Çак укçапа усă курса çулталăк вĕçленичченех тĕрлĕ мероприятисене çÿреме пулать. Тепĕр çул вара çак сумма 5 пин тенкĕпе танлашмалла. Хальлĕхе республикăри 12 культура учрежденийĕ çамрăксене çак карттăсемпе йышăнать. Вĕсем хушшинче театрсем, концерт учрежденийĕсем, музейсем пур. «Пушкин карттипе» усă курса хамăр регионти çеç мар, çĕршывăн урăх кĕтесĕсенчи культура учрежденийĕсене те кайса курма пулать. Анчах та паянхи кун коронавируса пула кĕртнĕ чарусене шута илсе çулçÿреве тухма тăхтаса тăрсан аванрах.
Н.КАЛАШНИКОВА

АУ «Редакция Комсомольской районной газеты «Каçал ен» («Кошелеевский край»)



26 октября 2021
11:19
Поделиться
;