Комсомольский муниципальный округ

Халăх çырава активлă хутшăнни савăнтарать

Çырав тапхăрĕн пĕрремĕш эрнинче ĕçрен киле кайнă чухне Ольга Валетова çыруçăпа ăнсăртран тĕл пултăмăр. Эпĕ унăн хушма ĕçĕнчи лару-тăрупа кăсăклантăм. Комсомольскипе Хирти Мăнтăр çулне кĕскетнĕ вăхăтра эпĕ пĕлтернĕ сведенисене Ольга планшет çине те кĕртсе ĕлкĕрчĕ. Çапла эпĕ, киле çитсен патшалăх Пулăшу порталĕнче çырава хутшăнас шухăшлăскер, наччасрах анкета ыйтăвĕсене хуравларăм.
Раççей Патшалăх страхлакан компанийĕн Комсомольскинчи филиалĕнче ĕçлекен страхлакан агент çыруçă тивĕçĕсене пĕрремĕш хут пурнăçлать. Вăл Хирти Мăнтăрта пурăнакансен даннăйĕсене илет. Тÿрем ĕçĕнчи тивĕçсене пурнăçланă май нумай çынпа хутшăнса калаçни тата çыруçă тивĕçĕсене хăй пурăнакан ялта пурнăçлани çак пĕлтерĕшлĕ мероприятири хушма ĕçшĕн çăмăллăх пулнине пĕлтерчĕ Ольга.
— Халăх çыравĕнче çыруçă пулма эпĕ хапăлласах килĕшрĕм. Мĕншĕн тесен хама урăх ĕçре тĕрĕслеме, çĕнĕ опытпа ăс-тăна пуянлатма яланах хатĕр. Малтанах пире çынсемпе мĕнле хутшăнмаллине, ыйтусем памаллине, тĕрлĕ лару-тăрура хамăра мĕнлерех тытмаллине, çынсем çырав темипе пама пултаракан ыйтусем çине мĕнле хуравламаллине тата ĕçре кирлĕ пулакан ытти япаласене вĕрентрĕç.
Пире ятарлă тум — кă- вак жилет, шарф панă. Унсăр пуçне логотиплă портфельпе тата планшетпа та тивĕçтернĕ. Кĕрхи тĕттĕм каçсенче çÿреме хунар пур. Шанса панă участокра пурăнакансем мана, паллакан çынна, шикленмесĕрех кĕртеççĕ пулсан та йĕркене пăхăнса ĕçлетĕп — çыруçă удостоверенине паспортпа пĕрле кăтартатăп. Ĕçтешсемпе канашлама, татса памалли ыйтусене сÿтсе явма мессенджерта ятарлă ушкăн тунă. Çĕршывра, республикăра коронавирус инфекцийĕ сарăлнине шута илсе çырава хутшăнакан кашни специалиста перчетке, маска, антисептик панă. Хăрушсăрлăх мерисене çирĕп пăхăнатăп. Чирлисемпе телефонпа ыйтусем парса анкетăна тултаратпăр е сываласса кĕтетĕп. Хама шанса панă участокра пурăнакансем çырава активлă хутшăнни хавхалантарать.
Халăх çыравĕ — пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприяти. Пушă вăхăт тата кăмăл пур пулсан çĕршыва усăллă ĕç туни лайăх. Тепĕр енчен илсен, хушма укçа-тенкĕ ĕçлесе илни те нихăçан та пăсмасть, — пĕлтерчĕ çыруçă.
Илдус Миннетуллин:
«Пирĕн пата Надежда Галзанова çыруçă килех килчĕ, кил хуçалăхĕ ятĕнчен 33 ыйту çине хуравлама сĕнчĕ. Çав шутра: ăçта çурални, ăçта ĕçлени, вĕренÿ шайĕ, мĕнле чĕлхесем пĕлни, хăш чĕлхене тăван чĕлхе тесе шутлани тата ытти ыйтусем пулчĕç. Çавăн пекех çынсен пурăнмалли условийĕсемпе, социаллă лару-тăрупа çыхăннисем те чылай янăрарĕç. Вĕсене эпĕ уйрăмах пĕлтерĕшлĕ тесе хаклатăп.
Çыруçăна тивĕçĕсене пурнăçлама питĕ лайăх хатĕрлени палăрчĕ. Надежда Николаевна кашни ыйтăва уçăмлăн пачĕ, хуравсене тÿрех планшета кĕртсе пычĕ. Хăйĕн ĕçне пĕлсе пурнăçлаканскере пысăк тав сăмахĕ калатăп. Пирĕншĕн, аслă ăру çыннисемшĕн, çыруçăпа куçа-куçăн тĕл пулса ыйтусене хуравлама май пурри питĕ меллĕ тесе шутлатăп».
С.ЕФИМОВА



03 ноября 2021
10:08
Поделиться