Комсомольский муниципальный округ

«Вулакан ашшĕсем – вулакан ачасем» конкурс çĕнтерÿçи

Ачан кĕнеке вулас туртăмĕн аталанăвĕ çемьере вăй илет. Вулакан ашшĕ-амăшĕ хăйĕн ывăл-хĕрне кĕнекесене интересленсе вулама хăнăхтарать, çемьене, тăван çĕршыва, халăха юратма вĕрентет.
Октябрь уйăхĕнче ашшĕ-сен кунĕ ячĕпе республикăри ача-пăча библиотеки «Вулакан ашшĕсем — вулакан ачасем» конкурс йĕркелерĕ. Конкурсăн тĕп тĕллевĕ — кĕнеке вулассин юхăмне аталантарасси тата çемьере ашшĕн статусне ÿстересси. Конкурс виçĕ номинацире иртрĕ: «Атте — чи лайăх вулакан», «Аттесемпе ачасем сĕнеççĕ», «Атте — вулавăшăн чи лайăх тусĕ».
Асăннă конкурса Аслă Çĕрпÿел ялĕнче пурăнакан Тихоновсен çемйи хутшăнчĕ. Александр Васильевич «Ман атте — чи лайăх вулакан» номинацире виççĕмĕш вырăн çĕнсе илме пултарчĕ. Ку çитĕнÿ ачисемшĕн те питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çемье хаклăхне, ачисене воспитани парассине тĕп вырăна хуракан тăрăшуллă атте шăл тухтăрĕ пулса ĕçлет. Вăл ачисемпе пĕрле кĕнеке вулама, вĕсене тĕрлĕ ĕçе хăнăхтарма вăхăт çитерет. Туслă çемьене, маттур аттене чунтан-чĕререн саламлатпăр, малалла та ăнăçусем сунатпăр! Кĕнекепе яланах туслă пулăр! Кĕнеке — ăс-тăн çăлкуçĕ.
Г.РОДИОНОВА,
Аслă Çĕрпÿел ял вулавăшĕн библиотекарĕ



03 ноября 2021
10:06
Поделиться