Комсомольский муниципальный округ

Ял ĕçченĕсем хисепе тивĕçлĕ

Ноябрĕн 11-мĕшĕнче районти культурăпа кану центрĕнче ял хуçалăхĕнче тăрăшакансене чысласа уяв иртрĕ. Унта район пуçлăхĕ Р.М.Мансуров, район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Н.Осипов, хуçалăхсен ертÿçисем, ĕçре малта пыракансем пулчĕç. Район администрацийĕн ял хуçалăх, экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен уйрăмĕн начальникĕ А.В.Селиванов ял хуçалăх отраслĕнчи çулталăкри кăтартусемпе паллаштарчĕ, малашнехи тĕллевсене палăртрĕ. Ĕçре уйрăмах пысăк çитĕнÿсем тунисене тĕрлĕ шайри наградăсемпе чысларĕç.
Çĕр ĕçченĕ çу каçа мĕнле тăрăшнине кĕр мăнтăрĕ тĕрĕслет. Халĕ, уй-хирсем пушаннă хыççăн, пĕтĕмлетÿсем тума та юрать. Кăçалхи çул ял хуçалăхĕнче вăй хуракансемшĕн çăмăлах килмерĕ. Яланхи пекех ĕçченсем çуракине лайăх хатĕрленчĕç. Ака-суха ĕçĕсене ытти çулсемпе танлаштарсан каярах пуçларĕç пулин те, мĕн палăртнине вăхăтра акса-лартса хăварчĕç. Калчасем чуна савăнтармалла шăтса тухрĕç, хресчен пысăк тухăç илме ĕмĕтленчĕ. Анчах та çанталăк шăрăх тăни, çумăрсем пулманни уй-хир культурисене ÿсме пысăк чăрмав кÿчĕ. Çакă, паллах, тухăç çинче те палăрчĕ.
— Çуркунне районти хуçалăхсем пурĕ 24129 гектар çине уй-хир культурисем акса-лартса хăварчĕç. Вĕсенчен 14818 гектар — пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши, 7445 гектар — выльăх апачлĕх, 1072 гектар техникăлла /хĕвелçавăрăнăшĕ, рапс тата ытти те/ культурăсем йышăнчĕç. Кунсăр пуçне 702 гектар çинче çĕрулми, 92,2 гектар пахча çимĕç çитĕнтерчĕç.
Районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем пурĕ 25284 тонна пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсем пуçтарса кĕртсе пÿлмесене хунă. Вăтам тухăç кашни гектар пуçне 20,0 центнерпа танлашать. Çав вăхăтрах «Слава картофелю» агрофирмăра, «Родина» фермер хуçалăхĕнче, «Дружба» ял хуçалăх кооперативĕнче ку кăтарту 28,0 центнертан та иртет. Анчах та шăрăх çанталăка пула пирĕн районти 7 ял хуçалăх предприятийĕ, 5 фермер хуçалăхĕ тырпул тухăçĕпе республикăн вăтам кăтартăвĕнчен те каярах пулчĕ.
Кăçал «Дружба» ЯХПК, Минатуллинăн, Михайловăн фермер хуçалăхĕсем хĕвелçавăрăнăшĕ çу туса илме çитĕнтерчĕç. Ăна 540 гектар çинче ÿстерчĕç, 860 тонна пуçтарса илчĕç. Вăтам тухăç гектартан 16,0 центнер пулчĕ.
Пирĕн район республикăра «иккĕмĕш çăкăр» туса илес енĕпе яланах палăрса тăнă. Шел пулин те, çĕрулми лаптăкĕ çулсеренех чакса пыни палăрать. Кăçал ăна пилĕк хуçалăхра çеç çитĕнтерчĕç. «Слава картофелю», «Комсомольские овощи» агрофирмăсем, «Рассвет» ЯХПК çак тымарçимĕçе çитĕнтернĕ чухне малта пыракан технологипе ăнăçлă усă курни, шăварса тăни кăçалхи типĕ çанталăкра та кашни гектартан 300 ытла центнер туса илме май пачĕ. «Комсомольские овощи» агрофирма, Михайловăн фермер хуçалăхĕ 2380 тонна пахча çимĕç пуçтарса кĕртрĕç. Вăтам тухăç кашни гектар пуçне 449 центнерпа танлашрĕ.
Хамăрах куртăмăр ĕнтĕ, шăрăх çул çĕрулмие, пахча çимĕçе шăварса тăрассине ăçта йĕркеленĕ, унта тухăç 50 е ытларах та процент нумайрах пуçтарса кĕртрĕç. Çак ĕçе кăçал «Слава картофелю», «Комсомольские овощи» агрофирмăсенче, «Дружба» ЯХПКра, Самаринăн фермер хуçалăхĕнче йĕркелерĕç. 2021 çулта районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсене тырă, техникăлла культурăсем, çĕрулмипе пахча çимĕç сутлăх хакĕ пысăк пулни аванах тупăш илме май пачĕ.
Мĕн туса илнипе çеç лăпланса лармалла мар, çитес çулхи тухăç пирки те шутламалла. Хуçалăхсем 3533 гектар кĕр тыррисем акса хăварчĕç. Çак тĕллевпе 759 тонна вăрлăхпа усă курнă пулсан, вĕсенчен 141 тонни элита тата хăйнеевĕр сортсем. Çĕр пулăхлăхне ÿстересси пирки те ĕçлемелле. Ку енĕпе федераллă программăсем пур, вĕсемпе тухăçлăрах усă курмалла, — палăртрĕ Алексей Викторович.
Ял хуçалăхĕн тепĕр пĕлтерĕшлĕ отраслĕ вăл — выльăх-чĕрлĕх. Районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче кăçалхи октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 7722 пуç мăйракаллă шултра выльăх е пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен 4 процент ытларах тытаççĕ. «Рассвет», «Асаново», «Восток», «Луч», «Дружба» ял хуçалăх кооперативĕсенче выльăх шутне иртнĕ çулхинчен ÿстернĕĔнесен йышне «Рассвет» ЯХПКра, Р.М.Шарафутдиновăн, Миназетдиновăн фермер хуçалăхĕсенче пысăклатнă.
Кăçалхи 10 уйăхра районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче пĕлтĕр-хи çак вăхăтринчен 2 процент ытларах, пурĕ 11216 тонна сĕт сунă. Кашни ĕне пуçне шутласан ку кăтарту 4177 килогрампа танлашать. Çав вăхăтрах «Асаново» ЯХПКра кашни ĕне вăтамран 6372 килограмм, «Рассветра» 5771 килограмм, «Родина» фермер хуçалăхĕнче 5496 килограмм, «Искра» колхозра 4900 килограмм сĕт антарнă. Аш-какай енĕпе те хуçалăхсем 2020 çулхинчен чылай аванрах ĕçленĕ. ЯХПКсемпе фермер хуçалăхĕсем çак продукцие 26 процент ытларах туса илнĕ.
Выльăх-чĕрлĕх продуктивлăхĕ чи малтанах апат пахалăхĕнчен, тулăх тăрантарнинчен килет. Районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем хĕл каçма 6059 тонна утă, 14689 тонна сенаж, 16169 тонна тырă силосĕ хатĕрленĕ. Ку кăтартусем ытти çулхисенчен пĕчĕкрех пулин те, пĕтĕмĕшле илсен выльăх-чĕрлĕхе ăнăçлă хĕл каçарма çитмелле. Инвестицисем явăçтарни, пурлăхпа техника никĕсне лайăхлатни, ăратлăха ÿстерес енĕпе тимлени, кĕтĕве çĕнетсе пыни, ĕçлекенсен квалификацине ÿстерме тăрăшни — выльăх-чĕрлĕх отрасльне малалла аталанма май паракан çăлкуçсем. Районти хуçалăхсем çав çулпа утма тăрăшаççĕ.
Паянхи кун ял хуçалăхĕнчи пĕтĕм ĕç тенĕ пекех техника çине тиенет. Çавăнпа та машинăпа трактор паркне çĕнетсе пыни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кăçал районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем 83,3 миллион тенкĕлĕх тĕрлĕ техника туянма пултарчĕç. Акă, «Луч» тата «Дружба» ЯХПКсем акмалли комплекс, «Кызыл сабанча» фермер хуçалăхĕ, «Дружба» ЯХПК «Кировец» трактор, «Восток» ЯХПК тата Самаринăн фермер хуçалăхĕ «Беларусь», «Джон-Дир» тракторсем, «Искра» колхоз выльăх апачĕ пуçтармалли комбайн, «Беларусь» трактор илчĕç. Шăвармалли система енĕпе илсен, «Слава картофелю» агрофирма 4,2 миллион тенкĕ тăракан насус туянчĕ. Çулталăк пуçланнăранпа районти хуçалăхсем федераллă тата республика бюджечĕсенчен 60 миллион тенкĕлĕх пулăшу илчĕç. «Правительствăна техникăпа оборудовани туяннă чухне хакăн 40 процентне тÿленĕшĕн, «Россельхозбанк» АОна, «Сбербанк» ПАОна çăмăллăхсемлĕ нумай çуллăх инвестици кредичĕсем парса тăнăшăн тав тăватăп. Паян ял хуçалăх техникипе оборудованисем туянма лайăх условисем «Росагролизинг» АО сĕнет. Çак пулăшупа та усă курма тăрăшмалла», — терĕ А.Селиванов.
2021 çулта районта инвестициллĕ Проектсене ĕçе кĕртес енĕпе те тăрăшса ĕçленĕ. Р.М. Шарафутдиновăн фермер хуçалăхĕ 200 пуç вырнаçмалăх çемье фермине хута ярас тесе тăрăшать. «Слава картофелю» агрофирма 4200 тонна упрама май паракан çĕрулми хранилищи тăвать. Кăçал М.В.Котоман фермер хуçалăхĕ 500 тонна тырă упрамалли склад туса пĕтерчĕ. Январь уйăхĕнче Хайртдиновсен фермер хуçалăхĕсенче выльăх пусмалли цех ĕçлеме пуçларĕ, администраци çуртне тата пушар хуралĕн гаражне тăвас ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ.
Район аталанăвĕнче ял хуçалăх продукцине тирпейлекен предприятисем те паллă вырăн йышăннине асăнса хăвармалла. Пирĕн «Кооператор», «Тав», «Комбинат питания», «Хлебозавод» ОООсем, Г.М.Хайртдинован фермер хуçалăхĕ, «Агромол» ССППК район çыннисене çеç мар, республикăна, урăх регионсене те паха продукципе тивĕçтереççĕ. Хамăр район çыннисем туса илнĕ ял хуçалăх продукцине хамăр патрах тирпейлекен предприятисем татах та ытларах пултăрччĕç.
«Ял хуçалăхĕ малалла та аталантăр тесен ĕçе çĕнĕлĕхсем кĕртмелле. Малта пыракан технологие алла илме тăрăшмалла. Çĕрĕç культурине лайăхлатмалла, çĕрсен пулăхлăхне ÿстерсе пымалла. Пур тытăмлă ял хуçалăх предприятийĕсен те шăваракан çĕрсен лаптăкĕсене ÿстерес тесе ĕçлемелле. Çак енĕпе пулнă тăкаксен /строительство, реконструкци, техника туянасси/ 70 процентне патшалăх саплаштарнине шута илсен шутласа пăхмаллах. Кăçалхи çул шăварса тăнин уссине питĕ лайăх кăтартса пачĕ. Хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕх ăратне лайăхлатма тăрăшмалла, сĕт-çу фермисене çĕнетме çул-йĕр шырамалла. Патшалăх паракан пулăшусемпе туллин тата тухăçлăрах усă курмалла. Пурне те пĕр харăс тума çук паллах. Пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн аталану çулĕ çине тухмаллах. Районта çак енĕпе ăнăçлă ĕçлекенсем пурри савăнтарать. Вĕсенчен тĕслĕх илсе, вĕренсе пырса, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашса ытти хуçалăхсем те малалла ăнтăласса шанас килет». Çак шухăшсене палăртрĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ А.Селиванов.
Ю.ГАВРИЛОВ,
Н.КАЛАШНИКОВА

АУ «Редакция Комсомольской районной газеты «Каçал ен» («Кошелеевский край»)



12 ноября 2021
11:50
Поделиться